Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Выльăхсен шучĕ ỹсет

о АПКри реформăсем

Выльăхсен шучĕ ỹсет

Пурнăç хăй еккипе сиктерет кăна, ăна хăваласа çитме çав тери йывăр. Акă 2004 çул та хыçа юлчĕ. Умра - 2005 çулăн 12 уйăхĕ - çĕнĕ çулта çĕнĕ çитĕнỹсемшĕн çине тăрасси. Районти хуçалăхсем ку енĕпе тăрăшаççĕ-ха. Анчах çитĕнĕвĕсем пурин те палăрсах каймаççĕ. Пĕр пек условисенче ĕçлесех "Арабоси" агрофирмăн кăтартăвĕсем районта чи лайăххисен шутĕнче. Тĕслĕхрен, мăйракаллă шултра выльăхсен йышне вĕсем пĕр пуç та чакарман. Вĕсен халĕ сăвакан ĕне 133 пуç. Унчченхипе танлаштарсан, 23 пуç ỹснĕ. Халĕ вĕсенчен чылайăшĕ пăрулас умĕнхи тапхăрта. Виçĕ уйăха çитичченхи çамрăк пăрусем 42 пуç. Ку çулта пăруламалли пушмак пăрусен йышĕ те сахалах мар. Верăпа Венера Михайловасем, Н.Васильевăпа Л.Баранова, Е.Владимировăпа Е.Федорова дояркăсем икшерĕн пайланса çамрăк пăрусене ỹстерсе ĕне пулма хатĕрлессипе пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Кунта Е.Семенова осеменаторăн та тỹпи пысăк. Вăл хăй ĕçĕпе районта та, республикăра та лайăх енĕпе палăрса тăрать. Тĕрлĕ конкурссене хутшăнса малти вырăнсене йышăнать.

Мăйракаллă шултра выльăхсемпе пĕрлех сысна ĕрчетессине те тĕпе хураççĕ кунта. Сыснасем пурĕ 1360 пуç. Çăвăрлакан тĕп амасем - 70. Иртнĕ çул 315 çура илме пултарнă. Кашни пĕр тĕп ама пуçне 15 çура тивет. Талăкри ỹт хушаслăхĕ 350 грамм, самăртма хупнисен - 500. Ахальтен мар ĕнтĕ вĕсен ăратлă сыснисене районти тата республикăри хуçалăхсем туянаççĕ. Çитĕнỹсем тăрăшмасăр, вăй хумасăр пулмаççĕ.

О. ВАСИЛЬЕВ,

райадминистрацин

ял хуçалăх управленийĕн

тĕп специалист-зоотехникĕ.



19 января 2005
00:00
Поделиться