Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Информатизаци - ăнăçлă сфера

о Çырупа хавхаланса

Информатизаци - ăнăçлă сфера

Лайăх тата квалификациллĕ ĕçлеме нумай пĕлмелле. Пĕлỹ илес тесен çĕннине шырама хăнăхмалла. Вĕрентỹ пахалăхĕ çамрăк ăрун социаллă сăн-сăпатне улăштарма пулăшать. Шкулсенче тĕрлĕ кружоксем ĕçлени ачасемшĕн хушма пĕлỹ илме май парать. Юлашки вунă çул хушшинче Федерацин "Электронлă Раççей" тĕллевлĕ программи Чăваш Республикинче ăнăçлă пурнăçа кĕрсе пычĕ. Çакă ЧР Президенчĕ Н.Федоров Патшалăх Канашне янă Çырупа хавхаланса ĕçленине пĕлтерет те ĕнтĕ. Ку вара пирĕн шкулта та палăрчĕ. Кунта халĕ 13 компьютер. Класра уроксем хыççăн ачасем хĕвĕшеççĕ кăна. Пурин те çĕннине, интереслине вĕренес килет. Кашниех компьютерпа ĕçлеме хăнăхасшăн. Пĕрисем биологи дискне пăхаççĕ, теприсем истори урокне хатĕрленеççĕ. 11-мĕш класра вĕренекен М.Петрова хăйĕн сăввисене пичетлет. Ку класра кашни кунах "Эпĕ тата компьютер" кружок ĕçлет. Ăна информатика учителĕ В.Порфирьев ертсе пырать. Кружока ытларах кĕçĕн класра вĕренекенсене явăçтарма тăрăшатпăр. Мĕншĕн тесен пирĕн шкулта 7 класран тытăнса информатика предметне вĕрентме пуçлаççĕ. Пĕчĕккисем ку çул çитнĕ çĕре компьютера хăнăхса çитеççĕ те информатика предмечĕпе ытларах интересленме пуçлаççĕ. Спутник урлă Интернетра та нумай ĕçлеççĕ. Унта учительсем валли тĕрлĕрен кирлĕ информацисем илме пулать тата пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсене (ЕГЭ) тытнă чух вĕренекенĕн мĕн пĕлмеллине, харпăр хăйне еплерех тытмаллине те унтах вуласа пĕлме пулать. Компьютер класĕ пĕрре те пушă лармасть. Кунта математика (З.Григорьева), биологи (Л.Николаева), истори (Л.Кириллова) учителĕсем час-часах занятисем ирттереççĕ.

"Аслă шкулсемпе техникумсем чылай чухне ытлашши нумай юрист, экономист, финансист хатĕрлеççĕ. Рынокра вĕсем ахаль те çителĕклĕ. Çамрăк специалистсем çапла инкеке кĕрсе ỹкеççĕ. Аслă шкулсенче ĕçлекенсен çак ыйту çине яваплăха туйса пăхмалла. Çав вăхăтрах пире паян токарьсем, фрезеровщиксем, программистсем нумай кирлĕ," _ тесе палăртнă Çырура. Çавăнпах пулĕ пирĕн шкултан пĕлỹ илсе тухакан ачасем малалла вĕренме кайсан та ытларах компьютерпа ĕçлемелли профессине суйласа илеççĕ.

Информатизаци пирĕн шкулшăн чи ăнăçлă сфера пулса пыни куç кĕретех.

М. ПОРФИРЬЕВА,

информатика кабинечĕн заведующийĕ.

Аслă Чак шкулĕ.



22 января 2005
00:00
Поделиться