Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Мĕнре-ши тĕнче илемĕ

о Парксемпе садсем ешерччĕр

Мĕнре-ши тĕнче илемĕ

"Çынна ĕç илемлетет. Ĕçе кура хаклаççĕ этеме",- тет Нина аппа пурнăç çинчен сăмах хускатсан. Чăн та ĕнтĕ, ĕмĕр тăршшĕпех ĕç алран кайман ултă ача амăшĕн. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех колхоз ĕçĕпе тăрăшнă Кĕтеснер ялĕнче пурăнакан Нина Филипповна ДМИТРИЕВА.

Нина Филипповна 1940 çулта Арапуç ялĕнче хресчен çемйинче çуралса ỹснĕ. Вăрçă çулĕсене астумасть пулин те, ачалăхне аса илсен куçĕсем шывланаççĕ. Çĕр-шывшăн синкерлĕ кунсем пĕчĕк Нинана та самаях пырса тивнĕ. Ашшĕ вăрçăн аслă хирне тухса кайсан виçĕ пĕчĕк ачапа тăрса юлать вĕсен амăшĕ. Ача кỹмине тĕртсе çурлапа тырă вырма та тухнă, вăрман та каснă, йывăр михĕсене арçынтан кая мар çурăм çине чылай çавăрса хунă чăваш хĕрарăмĕ. Мĕн ачаран хăйшĕн-хăй тăрăшма, ĕçе юратма вĕренсе ỹснĕ Нина та. Арапуç ялĕнчи çичĕ класлă шкула аван паллăсемпе вĕренсе пĕтернĕ вăл. "Тем пекех малалла вĕренес килетчĕ, анчах пурнăçĕ ытлă-çитлĕ марри чарчĕ мал ĕмĕте", - аса илет халĕ. Çамрăк хĕр Вăрмарти сĕтел-пукан фабрикине ĕçе вырнаçать. Çăмăл ĕç шыраман вăл нихăçан та. Мĕн хушнă, çавна пурнăçланă, çамрăк-ха тесе пĕр ĕçрен те хăраса тăман. "Тĕттĕм пуличченех вакун пушатнă, ун хыççăн киле çурран утса çитмеллеччĕ. Автобуссем пулман ун чухне. Çамрăк пулнă, ывăннине те туйман", - каласа парать вăл. Тăрăшуллă хĕре асăрхаççĕ, Хисеп грамотисем парса чыс тăваççĕ.

Çамрăклăх - илемлĕ вăхăт. Выляс-кулас, юратас килет. Каç пулсан вăййа тухсан кун-каçа ĕшенни те таçта кайса кĕрет. Пукане пек чипер те ĕçчен хĕре кỹршĕ ял каччи, Кенуш /Иннокентий/ куç хывать. Хĕр те ăна килĕштерет. Часах икĕ çамрăк пĕрлешсе çемье çавăраççĕ.

Сĕтел-пукан фабрикинче 10 çул вăй хунă хыççăн çамрăк хĕрарăм колхозра ĕçле пуçлать. Мĕнле кăна ĕлкĕрет вăл! Ачисем пĕринчен-пĕри пĕчĕк, упăшки кунĕн-çĕрĕн колхоз ĕçĕнче, хăй вара колхоз ферминче сыснасем пăхать. Çав вăхăтрах пĕр çул та хăмла пайĕ илмесĕр юлмасть. Килте ĕç сахал-и тата хĕрарăмăн! "Пултаруллă хĕрарăм, алли-ури ылтăн унăн", - теççĕ Нина аппа çинчен ял çыннисем.

Колхоз ĕçĕнче тăрăшсах пỹрт-çурт çавăрма та вăй çитерет çамрăк мăшăр. Çĕнĕ пỹрт йĕри-тавра улмуççи лартса тултарать, йывăç-курăка чунтан юратакан хĕрарăм.

Ултă ача пăхса çитĕнтереççĕ Иннокентийпе Нина Дмитриевсем. Виçĕ ывăл та виçĕ хĕр. Ачисем пурте ĕçчен те тарават. Халĕ ĕнтĕ пурин те хăйĕн çемйи. Кĕçĕнни Сергей çеç-ха çемье çавăрайман. Савăнать халĕ Нина аппа хăйĕн ачисемпе, кĕрỹшĕ-кинĕпе, мăнукĕсемпе. "Пуян эпĕ. 9 мăнук манăн", - тесе тулли кăмăлпа савăнать вăл. Мăшăрĕ, Кенуш, ир çĕре кĕни çеç хурлантарать хĕрарăм чунне.

Çирĕм тăватă çул колхозра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă Нина Филипповна. 1980 çулта "Районти чи лайăх сысна пăхакан" ята параççĕ ăна. Унсăр пуçне Хисеп грамотисемпе парнесем те темĕн чухлĕ унăн. Хăмла çинче тăрăшса ĕçленĕшĕн те парнесем, грамотăсем парса хавхалантарнă. Çак хаклă хутсем хушшинче ĕç ветеранĕн медалĕпе пĕрле нумай ачаллă амăшĕсене паракан медаль те упранать тава тивĕçлĕ хĕрарăмăн. Çапах та пуçне каçăртмасть вăл. "Пĕр эпĕ çеç мар, пур халăх та çавăн пек ĕçленĕ ун чухне", - тет вăл сăпайлăн. Чăваш хĕрарăмĕ ĕмĕрех сăпайлăхĕпе палăрса тăнă çав.

Тивĕçлĕ канăва тухнă тесе пĕрре те ахаль лармасть Нина аппа. Пĕрмаях кил хуçалăхĕнче тăрмăшать вăл. Мĕн чухлĕ пахча-çимĕç, чечек ỹстермест-ши пахчара. Татах та тĕлĕнмелли вăл: ял варринчи çырмара вĕлтĕрен кашламасть Кĕтеснер ялĕнче, çу каçипе хĕрлĕ-кĕрен чечексем чуна савăнтараççĕ. Ку каллех Нина аппа ĕçĕ. Йывăç-курăка, чечеке çав тери юратать çав вăл. Пур çĕрте те тирпей-илем, йывăç-курăк, чечексем пулччăр тесе чунтан тăрăшать. Ку ĕçе вăл ЧР Президенчĕ Н.Федоров "Парксемпе садсен çулталăкĕ" тесе пĕлтеричченех тума пуçланă. Чăваш Республикинче илемшĕн, тирпейлĕхшĕн тăрăшма пуçлани Нина аппан чунне савăнтарать. Хăй те ку ĕçе хаваспах хутшăнать. Кашни тĕм йывăç, чечек тавралăха илем кỹрсе савăнтартăр тесе тăрăшать.

Хальхи вăхăтра Нина Филипповна икĕ ывăлĕпе, кинĕпе тата юратнă мăнукĕпе пурăнать. Ачисене çеç мар, мăнукĕсене те вăл пĕчĕклех ĕç çумне çыпăçма, çынпа тату та ятуллă пурăнма вĕрентет.

... Мĕнре-ши тĕнче илемĕ, мĕншĕн çав тери паха-ши вăл тесен, ырă кăмăллă, сăпайлă та вашават, ĕçчен чăваш хĕрарăмĕсем илем кỹреççĕ ăна тесе калас килет пур кăмăлтан.

Е. ЛАРИОНОВА.

КĔТЕСНЕР ЯЛĔ.



22 января 2005
00:00
Поделиться