Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пурнăç шайне лайăхлатма

о Ялта пурăнакана _ ĕç вырăнĕ

Пурнăç шайне лайăхлатма

Ялта пурăнакансен пурнăç шайне ỹстерес тата ĕç условийĕсене лайăхлатас, вĕсене ĕçпе туллинрех тивĕçтерес тата вăрттăн ĕçсĕрлĕхе пĕтерсе бюджет политикине тухăçлăрах пурнăçлас, ялта пурăнакансен тупăшне ỹстерес тĕллевпе Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров 2004 çул пуçламăшĕнче "Ялта пурăнакансене ĕçпе тивĕçтерме пулăшас тата вĕсен ĕç тухăçне ỹстерес енĕпе пурнăçламалли хушма мерăсем çинчен" ятарлă Указ кăларнă.

Унпа килĕшỹллĕн пирĕн районта та ĕçсĕрлĕхе пĕтересси çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрса республика пуçлăхĕ тытса пыракан политикăна пурнăçлама май панă. 2004 çулта пурĕ 1221 ĕçсĕр çынна учета тăратнă, вĕсенчен 932-шĕ - районти ялсенче пурăнакансем. Пулăшу ыйтма килнисенчен пенси çулне çитичченхи çынсем - 23, 16 çултан 29 çула çитичченхи çамрăксем - 510, нумай ачаллă ашшĕ-амăшĕсем - 9, инвалидсем - 40, тĕрлĕ вĕренỹ заведенийĕсенчен вĕренсе тухнисем 116 çын. Итогсене пĕтĕмлетнĕ май, çакна палăртнă. Учетра тăракан ĕçсĕррисен шутĕнчен 826 çынна ĕçпе тивĕçтернĕ, çав шутран 516-шĕ - ялта пурăнакансем. Райадминистраци пуçлăхĕн хушăвĕпе районти предприятисемпе 52 килĕшỹ туса 166 çынна обществăлла ĕçсене явăçтарнă, 90 çынна вĕренме ярса паянхи рынок самани ыйтакан çĕнĕ специальность алла илме май панă. Çавăн пекех центр ĕçченĕсем пенси çулне çитичченхи 19 çынна тивĕçлĕ канăва ăсатнă, 2583 ĕç шыракана хăйсене кирлĕ професси суйласа илме пулăшнă, 797 çынна тĕрлĕ ыйтусемпе консультацисем панă, 43-шне - психологи пулăшăвĕпе, 1713 çынна - професси енĕпе интереслентерекен ыйтусемпе хуравсем парса тивĕçтернĕ. Иртнĕ çулла 14-18 çулхи 380 çамрăка вăхăтлăха ĕçе вырнаçтарнă.

Г. НИКОЛАЕВА,

центрти ертсе пыракан инспектор.



22 января 2005
00:00
Поделиться