Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Тăван шкула - парне

о Ыр кăмăллăх

Тăван шкула - парне

Самана таппи шав шавлать, малалла атом хăвăртлăхĕпе чупать тейĕн. Хальхи çĕнĕ саманапа пĕрлех çынсем те малтан мала, тума шухăшланă, ĕмĕтленнĕ ĕçсене пурнăçа кĕртес тесе çирĕппĕн те сулмаклăн утаççĕ.

Çапла Мăнçырма ялĕнче те çакăн пек хастар çынсем чылаййăн. Акă, тĕслĕхрен, иртнĕ çулсенче Мăнçырмари вăтам шкултан вĕренсе тухнă Ю.Афанасьев /халĕ Мускав хулинче пурăнать/ районта газификаци вăй илсе пынă чух "кăвак çулăм" кĕртессине хăвăртлатас тĕллевпе ял халăхне пысăк пулăшу кỹчĕ.

Мăнçырма шкулĕнченех вĕренсе тухнă А.Ильина та кăçал шкул ачисене Çĕнĕ çул елки ирттерме ятарласа парнесемпе теттесем Мускавран ярса пачĕ. Çапла вара Çĕнĕ çул хавасĕ декабрĕн 20-мĕшĕнчех пуçланчĕ. Йăлтăр-ялтăр, илемлĕ, капăр симĕс чăрăшпа ирттерчĕç уява Мăнçырма шкулĕнче.

Алена шкул пурнăçĕнче тĕлĕнмелле хастар та пултаруллă вĕренекенччĕ. Ăмăртусене, олимпиадăсемпе конкурссене хутшăнса шкул чысне мĕн чухлĕ хỹтĕлемен пуль "5" паллăсемпе кăна вĕреннĕ сап-сарă çỹçлĕ, кăвак куçлă хитре хĕрача. Ача чухнех вăл ыр кăмăллăхĕпе, çепĕçлĕхĕпе палăрса тăнă, халĕ вара çемьеллĕ пулсан та, мăшăрĕпе Аня ятлă пĕчĕк хĕрачана çитĕнтернĕ май, унăн ыр кăмăллăх туйăмĕ татах амаланса, аталанса пыни куç-кĕретех.

Аленăпа пĕрле унăн аппăшĕ Марина та Мускав хулинче хăйĕн çемйипе пурăнать. Пĕр тăвансем пĕрлехи суту-илỹ бизнесĕнче вăй хураççĕ. Ыррине те, усаллине те пĕрле пайласа йывăрлăхсене çĕнтерсе пыраççĕ, ырă малашлăха ĕненсе хастар чăваш хĕрĕсем лайăххине шанса пурăнаççĕ. Малашне те эсир пурнăçăн анлă та тумхахлă çулĕпе сулмаклăн утса пырасса, мĕн-пур чăрмавсене сирсе пурăнасса чунтан шанатпăр.

Т. СТЕПАНОВА,

Мăнçырма шкулĕнчи

воспитани ĕçне йĕркелесе пыракан.



22 января 2005
00:00
Поделиться