Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ашшĕ-амăшĕн çулĕпе

о Династии

Ашшĕ-амăшĕн çулĕпе

"Кашни ача ахах пĕрчи" тесе каланă ĕлĕкхи çын. Учительсемшĕн вара çак сăмах пушшех те питĕ çывăх. Вĕрентекен çине ăмсанса та шанса пăхса ларать кашни ача. Хисепе хăйсен пултарулăхĕпе, ăсталăхĕпе çĕнсе илет те ĕнтĕ учитель.

Мăнçырмари Прокопьевсем вара çак тивĕçе ĕçпе çĕнсе илнĕ.

Николай Прокопьевич Прокопьев Мăнçырма ялĕнче кун çути курнă. Шкул пĕтерсен Канашри педагогика училищинче вĕренсе пĕлỹ пухать (ун чухне ăна учительсем вĕрентсе хатĕрлекен институт тенĕЌ. Ăна пĕтерсен вырăс чĕлхипе Кĕтеснерте, Арапуçĕнче вĕрентет. Унтан Мăнçырма шкулĕнче мĕн пенсие кайичченех тăрăшать педагог. Юлташĕсем, учительсем, вĕренекенсем паянхи кун та ырăпа аса илеççĕ ăна.

Хресчен çемйинче çуралнăскер çамрăклах ĕçе хăнăхса ỹснĕ. Унăн ашшĕ _ Прокопий Николаевич Николаев вăрçă инваличĕ пулнă май, çамрăклах çĕре кĕрет. Амăшĕ _ Анна Степановна - ачисене пĕчченех ура çине тăратассишĕн çĕрне-кунне пĕлмесĕр тăрăшнă. Амăшĕн тĕрекĕ, çемьене пулăшса пыраканĕ Николай Прокопьевич Прокопьев пулнă. Мĕн чухлĕ вăй хуман-ши пĕлỹ илес тесе. Йăмăкĕсене те сахал мар пулăшма тỹр килнĕ ăна. Йăмăкĕ _ Раиса Прокопьевна та пиччĕшĕн çулĕпех кайнă. Вăл та Канашра вĕренсе учитель пулса тăнă. Нумай çулсем шкулта пуçламăш классене вĕрентнĕ. Каярахпа, мĕн пенсие кайичченех, библиотекăра тăрăшнă. Унăн ĕç стажĕ _ 38 çул. Виçĕ ача çитĕнтернĕ. Кĕçĕн хĕрĕ Оля педагогика институтĕнче биологи факультетне пĕтерсе Урнар шкулĕнче ĕçленĕ. Пурнăç сукмакĕ каярахпа ăна Эçпепе шкулне илсе çитерет. Николай Прокопьевичăн тепĕр йăмăкĕ В.Николаева та нумай çулсем педагогра вăй хунă, районти тĕрлĕ ялсенче ĕçленĕ май ăна пĕлмен çын та сахал пулĕ. Халĕ тивĕçлĕ канура. Шăллĕ _ Алексей Прокопьевич та вĕреннĕ çын. Вăл ял хуçалăх институтне вĕренсе пĕтернĕ. Унăн хĕрĕ - Таня та педагог, Саруй шкулĕнче вăй хурать. Çемьере пурте вĕренсе пĕлỹ илме тăрăшни куçкĕрет. Çакă вара аслă пиччĕшĕн Николай Прокопьевичăн тивлечĕ те пулĕ. Унăн арăмĕ _ Антонина Моисеевна райфо системинче инспекторта вăй хунăскер, Чăваш патшалăх институчĕн физикăпа математика факультетне вĕренсе пĕтерсе ачасемпе ĕçлеме пуçлать те мĕн пенсие кайичченех математика вăрттăнлăхне тупма пулăшать. Туслă çемье 7 ача пăхса çитĕнтерет. Ывăлĕ, Андрей, Коми Республикинче истори учителĕнче вăй хурать. Андрейăн ывăлĕ - Николай Чăваш патшалăх университетĕнче чăваш чĕлхипе журналистика факультетĕнче вĕренет. Антонинăпа Николай Прокопьевсен çемйинче чылайăшĕ хăйсен ĕçне вĕрентỹпе çыхăнтарнă. Аслисем еплерех, кĕçĕннисем те вĕсен çулĕпех пурнăç сукмакне такăрлатаççĕ. Çемье пуçлăхĕсем пурнăçран уйрăлнă пулин те, вĕсен ятне çỹлте тытаççĕ. "Ача-пăча ырра курсан, ырă пулать", - тенĕ мĕн ĕлĕкрен. Прокопьевсен вара çакă ăруран ăрăва куçса пырать.

Н. ШИШКИНА.

Вăрмар поселокĕ.



26 января 2005
00:00
Поделиться