Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Чăваш Ен çăмăллăхçăсене пулăшать

о Социаллă хỹтлĕх

Чăваш Ен çăмăллăхçăсене пулăшать

2005 çултан пуçласа пирĕн çĕр-шывра иртнĕ çулхи августăн 22-мĕшĕнче йышăннă саккунпа килĕшỹллĕн патшалăх çăмăллăхĕпе тивĕçтересси çĕнĕ тытăм çине куçрĕ. Çăмăллăхсене укçапа саплаштарнипе кăмăлсăр юлнă çынсем Раççейĕн нумай хулисенче митингсемпе протест акцийĕсем ирттерсе малтан пулнă çăмăллăхсене каялла тавăрса пама ыйтнă. Çапла Раççей регионĕсенчен чылайăшĕнче çăмăллăхсемпе усă куракансене (тыл ĕçченĕсемпе ĕç ветеранĕсене, реабилитациленĕ çынсемпе политика репрессийĕсене пула хур курнă тесе йышăннă граждансене) социаллă хỹтлĕхпе тивĕçтереймесĕр халăх хушшинче пăлхану çуратрĕç, чылайăшĕ шанчăка çухатрĕç.

Турра шĕкĕр, пенсионерсен пĕтĕм Раççейре сарăлнă хирĕçлев акцийĕсем Чăваш Ене пырса тивмерĕç. Республика Президенчĕ Н.Федоров пуçарнипе 2005 çулта çăмăллăхсене хăйсем тĕллĕн сыхласа хăварас тĕлĕшпе икĕ саккун йышăннă. Çапла май вăрçă вăхăтĕнчи тыл ĕçченĕсем, ĕç ветеранĕсем, реабилитациленĕ тата политика репрессийĕсене пула хур курнă тесе йышăннă çынсем çĕнĕ 2005 çулччен усă курнă çăмăллăхсемпе малашне те усă курма пултарĕç. Ку, паллах, Чăваш Ен Президенчĕ енчен, ырă утăм пулчĕ. Çавăнпа та хальхи вăхăтра регион хỹтлĕхне тивĕçлисем районти социаллă хỹтлĕх пайĕсенче ятарлă свидетельствăсем илме пултараççĕ.

Каларăмăр ĕнтĕ, вăрçă çулĕсенчи тыл ĕçченĕсемпе ĕç ветеранĕсемшĕн 2004 çулта усă курнă пур правасемпе çăмăллăхсем те упранса юлаççĕ. Çавна май пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пулăшу ĕçĕсемшĕн, транспортпа çыхăну тỹлевĕсемшĕн укçан саплаштараççĕ. Районта çăмăллăхсемпе усă куракансенчен 2360-шĕ свидетельствăсем илнĕ те ĕнтĕ. Палăртнă свидетельствăсене 2004 çулхи декабрĕн 22-мĕшĕнчен пама тытăннă. Каласа хăвармалла: çулталăк тăршшĕпе çак свидетельствăпа кашни ветеранах тивĕçтереççĕ. Свидетельствăсем çителĕклĕ, çавăнпа та кун пирки пăшăрханма кирлĕ мар. Çỹлерех асăннă саккунпа килĕшỹллĕн ĕç ветеранĕсене телефонпа, радиопа усă курнăшĕн абонент тỹлевне 50 процент таран укçан саплаштараççĕ. Çавăнпа та çак компенсацие илес текен граждансен райадминистрацин социаллă хỹтлĕх управленине заявлени тăратмалла, унта перекет банкĕнчи харпăр хăй счет номерне кăтартмалла. Çапла, килĕшнĕ тăрăх, сирĕн счет çине уйăхсерен е кашни кварталта, е почта перевочĕпе тỹленин 50 проценчĕ чухлĕ укçа куçарса паратпăр. Ку йĕрке ĕç ветеранĕсене кăна пырса тивет.

Çăмăллăхсемпе усă куракан ытти граждансем çыхăну пулăшăвĕсемшĕн тулли хакне тỹлеççĕ.

Вăрçă çулĕсенчи тыл ĕçченĕсемпе ĕç ветеранĕсемшĕн республикăра транспортпа (автобуспа) усă курмашкăн çулталăкра тỹлевсĕр икĕ çул çỹрев упранса юлать. Çакăн валли район администрацийĕн социаллă хỹтлĕх пайĕнче ятарлă талонсем пур. Çул çỹреве тухас умĕн палăртнă талонсене билет сутакан кассăсенче тỹлевсĕр билетсемпе улăштарса параççĕ.

Хăйĕн пурнăçĕнче юн - 40 е унтан ытларах, е плазма 60 хут панă çынсене Раççей Правительствин йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн "Раççей тава тивĕçлĕ донорĕ" ята параççĕ. Вĕсене саккунпа килĕшỹллĕн çулсерен 6000 тенкĕлĕх укçапа тивĕçтереççĕ. Çак укçана илме çăмăллăхçăсен ушкăнĕ çавăн пекех райадминистрацин социаллă хỹтлĕх пайне çитмелле. Вĕсен хăйсемпе пĕрле паспорт тата тава тивĕçлĕ донор ята пани çинчен çирĕплетекен удостоверени пулмалла.

В. ИВАНОВ,

райадминистрацин

социаллă хỹтлĕх

управленийĕн начальникĕ.



26 января 2005
00:00
Поделиться