Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

ГРИПП

о Врач канашĕсем

ГРИПП

Грипп мĕнле пуçланать? Çав чир сарăласси мĕнле сăлтавсемпе çыхăннă?

Грипп чирне питĕ вĕтĕ микроорганизмсем - вируссем сараççĕ. Таса мар сывлăшпа пĕрле этемĕн сывлăш çулĕсене лексен, грипп вирусĕсем ỹсĕрнĕ, сунасланă, калаçнă чухне чирлĕ çыннăн сывлăш çулĕсенчен вĕтĕ тумламсемпе пĕрле грипп саракан вируссем питĕ нумай тухаççĕ.

Пỹлĕм мĕн чухлĕ тăвăртарах, унта çынсем мĕн чухлĕ нумайрах пухăнаççĕ, грипп çавăн чухлĕ ытларах сарăлма пултарать. Грипп чирлĕ çынран пĕр вырăн çинче выртса тăнă, пĕр чашăк-кашăкпа, алшăллипе, сăмса тутрипе тата ытти япаласемпе усă курнă чухне те ерме пултарать. Чуп тунă тата алă тытнă чухне те грипп вирусĕсем сывă çынна сиенлеме пултараççĕ.

Харпăр хăйне грипп ересрен мĕнле сыхламалла?

Пĕрремĕш вăл, грипп чирĕнчен прививка тумалла. Пирĕн район аптекисенче çителĕклĕ вакцина - гриппол илсе килеççĕ, гриппа чирлесе нумай эмелсем илсе тăкакланиччен, прививка тусан йỹнĕрех те ларать. Уйрăмах кам нумай чирлет, врачсем патĕнче учетра тăрать, вĕсен прививка тутармасăр юлмалла мар. Грипп чирĕн паллисене харпăр хăйĕнех уйăрма пĕлмелле. Акă вĕсем: температура сасартăк ỹсет, пуç ыратать, сунас, типĕ услĕк пулать, апчху тутарать, куççуль юхма пуçлать, кун çути куçа хĕртсе ыраттарать, шăм-шак сурать, вăй пĕтет, апат анмасть.

Грипп чирĕ ерсен, кирек мĕнле пулсан та ыратнине пăхмасăрах ĕçлеме, вĕренме, çỹреме, çын пухăнакан вырăнсене пуçтарăнма юрамасть. Чирлĕ çыннăн вырăнпа выртмалла, врача киле чĕнсе илмелле, пĕтĕмпех сывалса çитичченех вырăн çинчен тăмалла мар. Врач канашĕсене çирĕппĕн пăхăнмалла.

Грипп чирĕ анлă сарăлнă вăхăтра сывă çынсен уçă сывлăшра ытларах пулмалла.

Сухан, ыхра, шур çырли, лимон ытларах çимелле, поливитаминсемпе усă курмалла.

Р. ХРАМОВА,

санэпиднадзорăн врач-эпидемиолог помощникĕ.



26 января 2005
00:00
Поделиться