Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Хура тинĕс хĕрринчен

Хура тинĕс хĕрринчен

Вăрмар поселокĕнче çуралса ỹснĕ, халĕ Шупашкарти кулинари училищинче вĕренекен Сергей Павловшăн чи лайăх аса илỹ - Пĕтĕм Раççейри "Орленок" ача-пăча центрĕнче ĕçленĕ вăхăт. Иртнĕ çулхи майăн 22-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 26-мĕшĕччен пулнă вăл унта. Çĕр-шыври чи пысăк лагерьсенчен пĕринче пĕр сменăра кăна 3 пине яхăн çамрăк канса сывлăхне çирĕплетет. Çавăнпа та унта лекме пултарни пысăк чыс. Çакă пирĕн Вăрмар каччи хăйĕн профессине (вăл пулас кондитер-кулинар) алла ăнăçлă илсе пыни çинчен калать. Куншăн тĕлĕнме те кирлĕ мар пулĕ. Ара, амăшĕ те хăй вăхăтĕнче повар профессине алла илнĕ. Вăрмарти сĕтел-пукан фабрикин ĕçченĕсене техĕмлĕ апатпа сахал мар сăйланă. Тепĕр çул Сергей училищĕрен вĕренсе тухать. Вăл хăйĕн пурнăçри вырăнне тупни пирки пĕрре те иккĕленес килмест.

В. ТОЛМАТОВ.



26 января 2005
00:00
Поделиться