Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пĕлỹ пани çеç çителĕксĕр

о Воспитани

Пĕлỹ пани çеç çителĕксĕр

Пысăк Енккассинчи вăтам шкулта ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕ пулса иртрĕ. Ачасем ỹснĕçемĕн вĕсен шухăш-кăмăлĕ улшăнать, çитĕнекен ăрăва пăхса ỹстересси те кăткăсланать. Ăçта пăхатăн, унта эрех ĕçсе минренĕ сăн-пит, ашшĕсĕр çитĕнекен ачасем. Мĕн каласси пур, паянхи пурнăç условийĕсенче чылай çемьере (ашшĕсем тĕрлĕ хуласене ĕçлеме тухса кайнăран) ачасем хăйсене ирĕкрех туйма пуçлаççĕ. Хăш-пĕр çемьесенче тата ашшĕ-амăшĕсем эрехпе иртĕхнине пула воспитани ĕçне хутшăнмаççĕ те. Ашшĕ-амăшĕсен пухăвне ытларах йĕркеллĕ ачасен ашшĕ-амăшĕсем çỹреççĕ пулин те ачасем "Черкке тытма ан васкăр" литмонтаж лартса пачĕç. Кунта А.Александрова (5 кл.) "Ĕçĕр, чăвашсем, ĕçĕр!" сăвă, А.Александров (11 "б" кл.) "Хăнаран" калав сыпăкне, К.Семенова (11 "б") "Этем чĕри" тĕрленчĕк, Т.Станькова "Ĕçекен хĕрарăм", С.Александров, И.Львовпа М.Николаева (5 кл.) "Аçу" калав тăрăх йĕркеленĕ инсценировка, С.Романова (5 кл.) юрăсем юрласа панине ашшĕ-амăшĕсем асра хăвараççĕ пулинех. Ачасемпе пĕрлех Л.Федоровăпа А.Григорьева та çак ĕçе хутшăнчĕç. Тăрăшса вĕренекен, тĕрлĕ мероприятисене хутшăнса пушă вăхăта усăллă ирттерекен, хăйсене йĕркеллĕ тытакан ача-пăча кама савăнтармĕ? Паллах, пур ача та пĕр пек мар-çке: пирус туртакансем те, çапăçакансем те, вăрлакансем те тĕл пулаççĕ. Çакăн пек ачасене тĕрĕс çул çине кăларасси ашшĕ-амăшĕсемпе вĕрентекенсем пĕрле сỹтсе явмалли тĕп ыйтусенчен пĕри пулса тăмаллине палăртрĕç те пухура.

И. ИВАНОВА,

вĕрентекен.

Пысăк Енккасси шкулĕ.



26 января 2005
00:00
Поделиться