Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пуррипе мухтанмаççĕ, çуккипе хурланмаççĕ

о ВĂРМАР ЕН: ĕнер, паян, ыран

Пуррипе мухтанмаççĕ, çуккипе хурланмаççĕ

Экономика "уксахлани" аграри тытăмĕнчи предприятисене уйрăмах çăмăл мар. Вĕсем çак йывăрлăхсене çĕнтерсе тухас тесе темĕн те туса пăхаççĕ. Апла-и, капла-и хуть те мĕнле ĕçе те кăтартусемпе хаклаççĕ.

Ĕçри кăтартусене илес пулсан "Арабоси" агрофирма вара районти ытти хуçалăхсемпе танлаштарсан чи лайăăххисен шутĕнче. Вĕсем пур енĕпе те ĕлкĕрсе пыма, паянхи ĕçе ырана хăвармасăр пурнăçлама тăрăшаççĕ. Чылай хуçалăхсенче усă курма юрăхлă çĕрсене сухаласа хатĕрлейми пулчĕç. Арапуçсем вара темле йывăр вăхăтра та 1350 гектар çĕре сухаламасăр, акмасăр хăварман. Çитменнине юнашар "Дружба" хуçалăх салансан, вĕсен 800 гектар çĕрĕ çинче акса-лартса тыр-пул туса илме пултарчĕç. В.Максимов тĕп агроном каласа панă тăрăх Чупай çĕрĕ çинче 260 гектар кĕрхи культурăсем акса хăварнă. Хуçалăхра пурĕ 900 гектар кĕрхи çĕртме сухи тунă. Кăçал çуркунне 300 гектар çурхи тулă, 200 - урпа, 30 - сĕлĕ, 60 - выльăх пăрçи, 60 - люцерна, выльăх апачлĕх культурăсене хушса 70 гектар козлятник акма палăртнă. Укçа-тенкĕне перекетлес тĕллевпе ку хуçалăхра удобрени валли 115 гектар донник акса хăварасшăн. Ку вара çĕр пулăхне пуянлатма нумай пулăшать. Пулăхлă çĕртен тухăçĕ те пысăкрах пуласси каламасăрах паллă. Ытлă-çитлĕ тыр-пул, утă-улăм пулсан выльăх-чĕрлĕхе те усрама çăмăлтарах. Иртнĕ çулхи кăтартусем тăрăх вĕсен мăйракаллă шултра выльăхсен йышĕ пĕр пуç та чакман. Сĕт сăвăмĕ те паянхи куна кашни ĕне пуçне 8 килогрампа танлашать. Кашни ĕнерен пĕлтĕр 3046-шар килограмм сĕт суса илме пултарчĕç. Уйрăм дояркăсене илес пулсан Верăпа Венера Михайловасен кăтартăвĕсем тата пысăкрах. Апат тулăх çитермесĕр çак çитĕнỹсем пулмаççĕ.

Хуçалăхра лизинг майĕпе çĕнĕ йышши арман туяннă. Кунта выльăх-чĕрлĕхе хутăш апат хатĕрлесе çитереççĕ. Пĕчĕк пăрусене валли те тутлăхлă апат пулать, С.Порфирьев арманçă тырă авăртнă çĕрте 14 çул ытла вăй хурать. "Çĕнĕ йышши агрегатпа ĕçлеме те кăмăллă. Малтанхи вăхăтра тусанĕ, çăнăхĕ вĕçсе тертлентеретчĕ. Халĕ вара тап-таса, шавĕ те ытлах мар", - тет вăл кăмăллăн. Хуçалăхра МТЗ-82 тракторпа выльăх апачĕ валеçекен агрегата та лизинг майĕпех туянма пултарчĕç. Вĕсене О.Михайлов механизатор пĕр тикĕссĕн ĕçлеттерет.

"Хуçалăх аталантăр тесен выльăх-чĕрлĕх шутне ỹстермелле. Ăна ỹстермелле тени вара хăех пире çанна тавăрса тăрăшма хистет. Апла пулсан пирĕн умри тĕллевсем çав тери анлă. Пуррипе мухтанмастпăр, çуккипе хурланмастпăр. Ыранхи куна çĕнĕ шанчăкпа кĕтсе илесчĕ. Аграри ыйтăвĕсем политикăри пекех тĕп вырăнта пуласса шанас килет", - тет хуçалăх пуçлăхĕ Г.Тимофеев.

А. НИКОЛАЕВА.



26 января 2005
00:00
Поделиться