Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Сивĕ классенчех вĕрентĕмĕр

о Шăхаль шкулĕ 160 çул тултарас умĕн

Сивĕ классенчех вĕрентĕмĕр

Пуçласа шкула кайнă вăхăтсем, пĕрремĕш учитель сăмахĕсем... Нихăçан та асран тухас çук вĕсем. Ĕненес те килмест, тинтерех кăна Шăхальти вăтам шкулта вĕренеттĕмĕр-çке-ха. Уйрăмах Аслă Отечественнăй вăрçă çулĕсенче сивĕ йывăç çуртра (пуп çуртĕнче) вĕреннине ниепле те манаймастăп. Вăл вăхăтра пĕр класра 28-30 ача пĕлỹ илнĕ эпир. Апла пулин те пĕр-пĕрне кỹрентернине астумастăп.

Пĕрремĕш учителе Екатерина Куприяновăна ырăпа асăнас килет. Вăл пире вулама, шутлама, çырма вĕрентнĕ. Эпир ăна ырă та сăпайлă, вашават пулнăран аннене юратнă пек юрататтăмăр. Екатерина Куприяновна ачасене нихăçан та уйăрман, пурне те пĕр пек юрататчĕ, пуринчен те пĕр пек ыйтатчĕ.

Куприянова кỹршĕ ялтан, Тикашран, çỹретчĕ Шăхале. Хĕллехи шартлама сивĕре те, çил-тăманра та, çумăрлă çанталăкра та ĕçе вăхăтра çитетчĕ. Вăл чирленине, хăйне аван мар туйнине туххăмра сисеттĕмĕр, класĕпе хуйха ỹкеттĕмĕр. Анчах шел, хăш-пĕр пуçтах ачасем ашкăнса ларса час-часах тарăхтаратчĕç учительницăна.

Саккăрмĕшпе вуннăмĕш классенче пирĕнпе пĕрле Тăвай районĕнчи Тушкильсем, Сăхăтпуçсем, Тенеялсем, хамăр районти Тикашсем, Хĕрлĕçырсем, Çĕнвĕренерсем, Мăнçырмасем те йышлăн вĕренетчĕç. Вăл вăхăтра çывăхра урăх вăтам шкул пулман пулĕ ĕнтĕ. Çав тери тертлĕ вĕрентĕмĕр. Классене хутса ăшăтма вутти-шанки çителĕксĕрччĕ. Тăххăрмĕш класра вĕреннĕ чухне кĕркунне сакăр вăкăрпа Сăхăтпуç вăрманне вутă турттарма кайни, вăрмантах урапа çинче пĕр çĕр каçни халĕ те куç умĕнчех. Фронт валли шкулĕпех вăрмана кăмпа пухма кайнине те манаймастăп. Çуркунне уроксем хыççăн уй-хире çĕр улми крахмалĕ пухма кайни те асрах. Тетрадьсем çуккипе кĕнекесем çине çырни те сахал мар пулнă.

Тертлĕ, асаплă пулсан та, эпир пĕр-пĕринпе туслă, килĕштерсе вĕренеттĕмĕр, пĕр çемьери пек пурăнаттăмăр, Анастасия Тимофеевна Биктимирова, Зоя Алексеевна Скворцова, Васа Викторовна Саботарева тата ыттисем те пире чунтан юратса вĕрентетчĕç. Шел, нумай учительсемпе вĕренекенсене вĕренсе тухнăранпа та курман. Вĕри чĕреллĕ те чиперскерсем Њшỹт тума юратаканскерсемЌ халь мĕнлерех пулса кайнă-ши эсир? Паллах, çỹçĕрсем те кăвакарса шуралчĕç пулĕ ĕнтĕ. Анис улма пек хĕп-хĕрлĕ питлĕ, йăрăс пỹллĕ Тушкиль хĕрĕ Лена Урзукова, çĕмĕрт куçлă Тикаш хĕрĕ Мария Семенова та манăн куç умĕнчех.

Тикаш ачи Илья Иванов вара пирĕн класра пиллĕк паллăсемпе вĕренекенсенчен пĕри пулнă. Ахальтен мар вăл пединститута пĕр экзаменсăрах кĕчĕ, лайăх вĕренсе пĕтерчĕ. "Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ учителĕ" хисеплĕ ята илчĕ. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех Шупашкарта учительте ĕçлерĕ.

Тикашри Михаил Романов, Алексей Тимушкин та лайăх вĕренетчĕç. Вĕсем хĕрĕхшер çул ытла агрономра, вăрман улпутĕнче вăй хучĕç. Тушкильти Николай Иванов, Николай Янчуркин, Виталий Яковлев, Иван Батраков лайăх вĕренетчĕç. Шел вĕсем халĕ ăçта ĕçленине пĕлейместпĕр çав.

Г. ЧЕРНОВ,

обществăлла корреспондент.



26 января 2005
00:00
Поделиться