Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

ТАТЬЯНĂСЕН КУНĔ

о Уяв

ТАТЬЯНĂСЕН КУНĔ

Татьяна ятлисем пысăк туйăмлă та хĕрỹллĕ çынсем. Кăмăл-туйăм улшăннăçемĕн вĕсен шухăшĕ те урăхланса пырать.

Раççейре Татьянăсен кунне январĕн 25-мĕшĕнче уявлаççĕ. Çветтуй Татьяна Мускав университечĕн хỹтĕлевçи шутланать. Ăна пур студентсен уявĕ те теççĕ. Ытларах вара Татьяна ятлисене парнесем парса хавхалантараççĕ. Çак кун еплерех иртнĕ-ха хăш-пĕр Татьянăсен?

Татьяна СТЕПАНОВА, Вăрмар поселокĕ: ку уяв йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Çуралнă кунхи пекех хуларан ачасем, мăнуксем килсе саламларĕç. Кỹршĕсене ăшă кукăль çиме те чĕнтĕм.

Татьяна ПЕТРОВА, Пысăк Енккасси ялĕ: маншăн январĕн 25-мĕшĕ чăн-чăн уяв. Хам студент пулнăранпах пырать вăл. Ирхине ирех юлташсем телефонпа шăнкăравласа саламлама пуçларĕç те каçченех пычĕ. Пĕрле ĕçлекенсемпе ларса чей ĕçрĕмĕр. Вĕсем мана пĕчĕк сувенир парнелерĕç. Кĕтмен çĕртен, каçхине, пĕрле ỹснĕ юлташсем киле те çитсе тăчĕç. Чăн-чăн çуралнă кун пекех пулĕ ку маншăн.

Татьяна ПЕТРОВА, Çитмĕш ялĕ, университет студентки: маншăн ку уяв студентсем хушшинче пĕрремĕш пулчĕ. Пур енĕпе те интереслĕ иртрĕ. Кунĕпех хаваслăх туйăмĕ пĕтмерĕ.

А. НИКОЛАЕВА, калаçнă.



26 января 2005
00:00
Поделиться