Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Улшăнусем пулсан та....

о Казначейство

Улшăнусем пулсан та....

Раççей Федерацийĕн Финанс Министерствин Федераци казначействин Чăваш Республикинчи управленийĕн районти уйрăмне йĕркеленĕренпе кăçал 10 çул çитет. Хăйсен уявне мĕнле ỹсĕмсемпе кĕтсе илеççĕ-ха вĕсем. Казначействăн районти уйрăмĕн пуçлăхне - В.ПЕТРОВА хăш-пĕр ыйтусем çине хуравсем пама ыйтрăмăр.

- Валерий Васильевич, 2004 çул сирĕншĕн мĕнпе паллă пулса юлчĕ?

- 2004 çулхи декабрĕн 1-мĕшĕнче Раççей Правительстви "Федераци казначействи çинчен" постановлени йышăнчĕ. Çапла вара 2005 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен федераци казначействи юридици вăйĕнче тăракан организаци шутланать. Малашне РФ бюджечĕн пур тытăмне кĕрекен бюджета тултарассишĕн эпир яваплă. Çавăн пекех Федераци бюджечĕн кассине тултарассипе тăвакан шутлав операцийĕсене йĕркелесе пырасси, РФ федераци тата пĕтĕмĕшле бюджета пурнăçлассипе çыхăннă отчетсем тăвасси те пирĕн ĕçех.

- Федераци казначействи малашне хăш енĕпе яваплă пулĕ?

- Пирĕн служба финанс операцийĕсемшĕн тата кассăна кĕрекен укçа-тенкĕ шутне тĕрĕс тата вăхăтра пурнăçлассишĕн пысăк яваплă. Тата патшалăх хыснинчен куçаракан тỹлевсене йĕркелесе пырассипе вĕсем тăрăх отчетсем хатĕрлесси _ пирĕн тивĕç.

- Сирĕн ĕçĕрте тĕрĕслев функцийĕсем юлаççĕ-и тата çĕнĕ çулта мĕнле çĕнĕлĕхсем пур?

- Эпир малашне те бюджет укçи-тенкипе усă куракансен касса тăкакĕсене тĕсĕрлесех тăратпăр, çак тăкаксене ирĕк паракан документсене те тишкеретпĕр. Çĕнĕ функцисенчен пĕри - бюджет уйăракан лимитсене тата çак укçа-тенкĕне уйăракансем палăртакан укçа-тенкĕ калăпăшне федераци казначействин органĕсем урлă усă куракан патне çитересси.

- Реформа бюджет процесне çитес вăхăтра еплерех улăштарĕ?

- Çĕнĕ çултан пысăк улшăнусем чи малтан Раççей Федерацийĕн бюджета классификацилекен йĕркене пырса тивĕç. Çакă бюджетăн пур шайĕнчи тăкаксемпе тупăшсене уйрăм ушкăна пайлассипе çыхăннă. Ку ĕç çăмăл маррине эпир ăнланатпăр, çавăнпа çак çĕнĕлĕхсене учрежденисемпе организацисенчи финанс службисен кашни специалисчĕ патне çитерме пур мерăсем те йышăнатпăр.

- Тавах сире интереслĕ калаçушăн.

В. ГУРЬЕВА калаçнă.



26 января 2005
00:00
Поделиться