Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çĕнтерỹçĕсене - дипломсемпе парнесем

Çĕнтерỹçĕсене - дипломсемпе парнесем

о Итогсене пĕтĕмлетеççĕ

Çĕнтерỹçĕсене - дипломсемпе парнесем

Халăха тата территорисене чрезвычайлă лару-тăрусенчен хỹтĕлесси, вĕсене пĕтерме хатĕр тăрасси, халăха чрезвычайлă лару-тăрусенче сыхă пулма вĕрентесси - гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен Раççей Федерацийĕн Чăваш Республикинчи управленийĕ умĕнче тăракан тĕп задачăсем пулса тăраççĕ.

Республикăри министерствăсемпе ведомствăсен тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен руководителĕсемпе Шупашкарта ирттернĕ вĕрентỹпе методика пухăвĕнче иртнĕ çулхи итогсене пĕтĕмлетнĕ тата кăçалхи задачăсене палăртнă.

Район администрацийĕн гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен пайĕ районсем хушшинчи ăмăртура виççĕмĕш степеньлĕ диплома тивĕçнĕ.

Ỹкерчĕк çинче (сулахайран сылтăмалла): дипломсемпе парнесене тивĕçнĕ пирĕн янташсем - Вăрнарти хими заводĕнчи пушар чаçĕн начальникĕ Ю.Михайлов (Энĕшпуç), ЧР Шалти ĕçсен министрĕн заместителĕ В.Григорьев (Аслă Чак), райадминистрацин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен пай начальникĕ Ю.Ефимов.

А. ИЛЬИН.



29 января 2005
00:00
Поделиться