Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ĕçре тупнă телей

о Ят-сум

Ĕçре тупнă телей

Çĕр çинче анне пурри тỹпери хĕвел пекех. Мĕн тери лайăх вăл пирĕн анне! Çакна эпир ỹссе çитсен кăна ăнланса илетпĕр. Ахальтен мар ĕнтĕ сăвăсенче, юрăсенче чуна пырса тивмелли сăмахсем çыраççĕ. Вĕсенче кашни хăйĕн амăшне калас сăмахсем, шухăшсем... Тĕнчери чи лайăх сăмахсене тивĕçлĕ пирĕн анне. Эпир, унăн ачисем, аттепе анне умĕнче яланах парăмлă.

- Пирĕн анне - Антонина Даниловна Архипова - 1941 çулта Мăнçырма ялĕнче кун çути курнă. 1955 çулта шкулта 7 класра вĕреннĕ вăхăтрах "Правда" колхозра сыснасем валли апат пĕçерме пуçланă. Мĕн чухлĕ нуша курман-ши? Вăл вăхăтра никама та çăмăл пулман-ха. Чăтнă, нăйкăшман. Вăйлă çил-тăманлă кунсенче те выльăхсем валли пĕверен пăр катса шыв йăтнă. Мĕн хушнине пĕр сăмахсăрах пурнăçланă. Çапла вара паянхи кунчченех унăн пĕтĕм савăнăçĕ, телейĕ, хуйхи-суйхи ĕçре иртнĕ. Выльăх-чĕрлĕх унăн пурнăçĕнче пĕрремĕш вырăнта пулнине ăна панă наградăсем те çирĕплетеççĕ: Хисеп грамотисене, "Ĕç ветеранĕ" медале тивĕçнĕ вăл. Нумай çул хушши ăна Мăнçырма ял Советне депутата суйланă. Ĕçне кура - хисепĕ. Ку, чăнах та, çаплах. Ачисем те, ашшĕпе амăшĕ пекех, пултаруллă та хастар. Архиповсен пиллĕк ача - виçĕ ывăлпа икĕ хĕр. Аслă ывăлĕ - Юрий - предприниматель. Вăтам ывăлĕ - Сергей - ЧР физкультурăпа спорт министерствин Вăрмарти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕ. Кĕçĕн ывăлĕ - Альберт - Мăнçырма шкулĕнче вăй хурать. Хĕрĕсем: Алена Шупашкарта пурăнать, Таня Мускав хулинче ĕçлет. Антонина Даниловнăпа Виталий Гавриловичăн 6 мăнук. Куç тулли ача-пăча вĕсен. Ачасем пурте киле пуçтарăнсан хамăрăн пурнăçа телейлĕ тесе калас килет, теççĕ ватăсем. Чыс-хисепре çак çемье. Çулсем иртеççĕ, çамрăклăх хыçа юлать, ватлăх та куçран пăхать. Çапах та ватă мар-ха эсир.

Пирĕн анне нумай çул ветеринари врачĕнче ĕçленĕ май, ЧР Президенчĕ Н.Федоров "Чăваш Республикин Патшалăх ветеринари служби çинчен" йышăннă Указне чун-чĕререн ырлать. "Указра ветеринари валли йĕркеллĕ ĕçлеме кирлĕ чухлĕ укçа-тенкĕ уйăрма палăртнă. Çакă анлă сарăлма пултаракан чирсенчен сыхланса профилактика тĕллевлĕ ĕçсене пурнăçлама пулăшать. Ку вара ветеринари ĕçченĕсене ĕçре хавхалантарать, ĕçре вăй-хал хушать", - тулли кăмăлпа каласа парать вăл.

А. АРХИПОВА.

Мăнçырма ялĕ.



29 января 2005
00:00
Поделиться