Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

ПĔЛỸ ПУХМА - АСЛĂ ШКУЛА

о Вĕренỹ

ПĔЛỸ ПУХМА - АСЛĂ ШКУЛА

Районти Культура çуртĕнче И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн преподавателĕсемпе районти шкулсенчен кăçал вĕренсе тухакансемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем, учительсем тĕл пулнă. Вĕсене университета вĕренме кĕмелли условисемпе, кунти факультетсемпе паллаштарнă. Тĕл пулăва район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Егоров тата унăн заместителĕ Л.Голубева, вĕрентỹ пайĕн начальникĕ А.Веселовский хутшăннă.

"Педагог профессине суйласа илекен çын ыттисенчен пур енĕпе те уйрăлса тăрать. Вĕсем професси кăна суйламаççĕ, пурнăç çулĕ çине тухакан çынна вĕрентсе воспитани парас йывăр ĕçе хăйсем çине илеççĕ", - терĕ Анатолий Иванович. Унтан педагогика университечĕн историйĕпе В.Тимофеев доцент паллаштарчĕ. "И.Я.Яковлев ячĕллĕ чăваш патшалăх педагогика институчĕ 1930 çулта уçăлнă. Унтанпа мĕн чухлĕ ача пĕлỹ илмен-ши кунта? Халĕ вĕсенчен чылайăшĕ çак институтрах вăй хурать. "Ĕçне кура - хисепĕ" тенĕ пек 1980 çулта институт Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ илме тивĕçлĕ пулать. 1998 çулта ку вĕренỹ заведенине университет статусне пачĕç. Çамрăк ăрăва тивĕçлĕ воспитани, пĕлỹ парассишĕн ырми-канми вăй хураççĕ университетра ĕçлекенсем. Кăмăл тăвакан кунта тĕрлĕ факультетсенче пĕлỹ пухма пултарать. Хальхи вăхăтра 65 профессор, 276 доцент вăй хураççĕ. Вĕренỹ заведенийĕнчи 12 факультетра 4140 сотрудник ĕçлет, кăнтăрлахи уйрăмра 4770 ача, заочно майпа 2785 çын пĕлỹ пухать. Кашни çул кандидат тата доктор диссертацисене 25-шер çын хỹтĕлет. Аспирантурăпа докторантурăра 21 специальноçпа наукăпа педагогика пĕлĕвĕсене илме пулать. Аслă пĕлỹ илес текенсен питĕ нумай пĕлмелле, вĕренỹ çине тимлĕх ытларах уйăрмалла", - терĕ вăл.

Унтан университетри тĕрлĕ факультетсенче ĕçлекен преподавательсем кунти лару-тăрупа, условисемпе тата вĕренме кĕрес тесен экзаменсене еплерех тытмаллипе паллаштарчĕç.

Юлашкинчен музыка факультетĕнче вĕренекенсем хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç.

Т. ПЕТРОВА,

райадминистрацин

информацизаципе çыхăну

пайĕн начальникĕн заместителĕ.



29 января 2005
00:00
Поделиться