Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Паха парне

о Кĕнеке çỹлĕкĕ çине

Паха парне

Михаил Кузьмич Тимушкинăн (Тимушкелĕн) пĕр сăввине 1962 çулта Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче вĕреннĕ чухне республикăра тухса тăракан "Çамрăк коммунист" хаçатра вуланăччĕ. Вăл Испани çĕр-шывĕн патриотне халалласа çырнăскер пек ас тăватăп. Хăй вара, Михаил Кузьмич, истори факультетĕнче вĕренетчĕ. Пĕрремĕш "Çырма" ятлă сăввине район хаçатĕнче пичетленĕ. Авторĕ çав вăхăтра вун тăваттăра кăна пулнă. Унтанпа Кĕтне шывĕ нумай юхрĕ. Кĕскен каласан, Михаил Тимушкель шкулта вăтăр çичĕ çул ĕçлесе 2000 çулта тивĕçлĕ канăва тухрĕ. Çав тапхăрта вăл сахал мар сăвăсем шăрçаларĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ республикăри хаçат-журналсенче те кун çути курнă. Сăвăсем халĕ те çырать пултаруллă поэт. Нумай пулмасть вăл "Ытарайми тавралăх" ятлă кĕнеке (сăвăсен пуххине) пичетлесе кăларчĕ. Ăна уçсан пире тỹрех "Кашни кун ик-виçĕ сăвă" ятлă сăвви куç умне пулчĕ.

"Тăван ен - Мăрат сăрт-тăвĕ,

Сăхăтпа Кĕтне, Мăрат,

Тикашпа Маматшă ялĕ.

Хĕрлĕçыр, Шăхаль пĕрле -

Пĕтĕмпех çак чун хавалĕ

Сăвă-юрăра кĕрле", -

тесе çырать сăвăç чĕререн хавхаланса тăван тавралăхĕпе. Вара сăвă хыççăн сăвă тыткăнларĕ, вулас килнĕçемĕн вулас килчĕ вĕсене. Чĕререн шăранса тухнă йĕркесем çапла пулмалла та ĕнтĕ.

Михаил Тимушкель Тикаш ялĕнче çуралнă. Вăтам шкултан вĕренсе тухсан çав çулах комсомол путевкипе Донбаса (Украина) кайса шахтăра пĕр вăхăт ĕçлет.

"Сăн-питре хаваслă кулă,

Алсенче - шахтер çути.

Çĕр кăмрăк тусанĕ хулăн,

Унпах витĕннĕ тумтир", -

тесе çырать вăл "Шахта" сăввинче.

Донбасран çамрăк сăвăç Сахалин утравĕнче икĕ çул хĕсметре пулать.

Казарма умĕнче курилка.

Лараттăмăр унта тухса.

Эс çаксене кăштах ас ил-ха,

Кил ман пата гитара йăтса.

Халь санăн бронза кĕлетке-мĕн.

Ку эс, Высоцкий гитарист.

Ман асăмра эс юлнă чĕререн -

Шăп каччă - çирĕм пĕррери.

Ку йĕркесене "Асран кайми Володя тусăм" сăвăран илтĕмĕр. Ун авторĕ каланă тăрăх, пулас чаплă юрăç-поэтпа службăра пĕрле тăнă. Владимир Высоцкий хуçалăх взводĕнче пулнă. Михаил Тимушкелĕн килĕнче ун сăнне хăйĕн фотоаппарачĕпе тунă сăн ỹкерчĕк те упранать-мĕн. Кайран демобилизаци йĕркипе таврăнсан, гитарăпа юрлакан Володьăна телевиденипе курсан тỹрех палласа илет Михаил Кузьмич! Ун çинчен вара сăвă калăплать.

Çапла, кĕскен каласан, сăвăç пурнăçĕ - çĕр-шыв, халăх пурнăçĕ, вĕсен савăнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ, кирлех пулсан, нуши те... Çавăн çинчен нумайранпа çырать те ĕнтĕ Тимушкель. Хăйне çуратса пăхса ỹстернĕ ашшĕпе амăшĕ, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи çинчен ("Хатынь", "Çĕр-шыв историйĕ синкерлĕ" тата ытти сăввисем), шкул, тăван тавралăх, Афган, Чечен вăрçисем, юрату темисемпе хăй вăхăтĕнче çырнă пурĕ 105 сăвă кĕнĕ кĕнекене.

Çамрăклах çỹрерĕм тĕнчере.

Тăван халăх çывăхра пулмарĕ.

Пур пĕрех упранчĕ чĕрере

Ман тăван чĕлхен сỹнми кăварĕ.

Ку йĕркесене вăл "Тăван чĕлхе" сăввинче çырнă. "Чĕлхе" тенĕрен вара, пирĕн шутпа, кĕнекери кашни сăмаха вырăнлă та перекетлĕ усă курса çырма тăрăшни куç кĕрет. Кĕске сăвăрах асра юлакан ỹкерчĕксем тума пĕлни те сисĕнет.

Михаил Тимушкель - пултаруллă поэт. Вăл вулакансене "Акатуй", "Теветей" сăввисемпе паллă. Унăн "Ытарайми тавралăх" кĕнеки шкул ачисене тăван ене, культурăна (йăла-йĕркесене) тĕпчесе пĕлес ĕçре усăллă пуласса кăтартса хăварас килет.

"Эпир ыр пуласлăхшăн ĕçлетпĕр

Тăрăшса, пĕлмесĕр канăçа.

Çĕн çула çут ĕмĕтпе кĕретпĕр.

Çухатмастпăр хамăр шанăçа", -

тет Çĕн çула халалланă сăввинче Михаил Кузьмич. Вăрмарти типографи ĕçченĕсем çак пысăк мар кĕнекене пичетлесе кăларса ун авторне те, поэзие юратакан вулакансене те чаплă парне кỹчĕç.

Юлашкинчен Михаил Кузьмич Тимушкеле хăй сăввинче каланă пек ỹлĕмрен тепĕр кĕнеке те парнелессе шанатпăр.

В. МИРОНОВ.



29 января 2005
00:00
Поделиться