Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пур енĕпе те ăста

о Пултарулăх

Пур енĕпе те ăста

Районта кашни çулах йăлана кĕнĕ йĕркепе учительсен хушшинче пултарулăх конкурсне ирттереççĕ. Кăçал та, акă, районти Культура çуртĕнче иртнĕ конкурсра тăватă шкул коллективĕсем тупăшрĕç, хăйсен ăсталăхне, пултарулăхне кăтартса пачĕç.

Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 60 çул çитнине халалланă мероприятие Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ, Кивĕ Вăрмарти, Арапуçĕнчи тата Кавалти вăтам шкулсен учителĕсем хутшăнчĕç. Вĕсен кашни сăвви, юрри-ташши залра ларакансен чун-чĕрисенче ырă, çепĕç туйăмсем çуратрĕç. Уйрăмах концерта Вăрмар шкулĕн вĕрентекенĕсем аван хатĕрленнине палăртмалла. В.Быков ертсе пынипе йĕркеленĕ хорăн илемлĕ юррисем куракана тыткăнларĕç. Çак шкулти А.Егорова, Н.Павлова, А.Мадурова учительсем шăрантарнă юрăсене итлекенсем тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç.

Сăвăсене илемлĕ вулас енĕпе те учительсем маттур пулнине кăтартса пачĕç. Кивĕ Вăрмарти О.Григорьевапа М.Егорова, концерта ертсе пынă май, сăвăсене чуна хумхантармалла вуларĕç. Г.Терентьевăн "Сансăр пурнăç çук" пьесăри салтак амăшĕн монологне Кавал шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Н.Авакова вуланипе çынсен куçĕсенчен куççуль тухрĕ. Çавăн пекех В.Табаков - Кавал шкулĕн пултарулăх коллективĕн руководителĕ - баянпа каласа хăй çырнă юрра шăрантарса пачĕ.

Пĕтĕмĕшле илсен, концерт питĕ савăнăçлă тата хаваслăн иртрĕ. Кашни вĕрентекен ачасене ăс-тăн, кăмăл-сипет, ăс-хакăл енчен воспитани парса вĕрентнисĕр пуçне хăйсене сцена çинче те тивĕçлипех ырă, маттур, ăста енчен кăна сăнласа кăтартма пултарнине çирĕплетрĕ. Куракансем учительсене тав турĕç. Хăйсен пултарулăхĕпе вĕрентекенсем пурне те савăнтарчĕç.

Я. ПЕТРОВА,

Кивĕ Вăрмарти шкулта

11 класра вĕренекен.



29 января 2005
00:00
Поделиться