Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Тĕллевсем анлă

о Коммуналлă хуçалăх

Тĕллевсем анлă

Кăçал пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пулăшăвĕсемшĕн район бюджетне 645,5 пин тенкĕ укçа хывса хăварнă. Çав шутран капиталлă юсав ĕçĕсем, коммуналлă хуçалăх тăкакĕсем валли, çуртсене хутса ăшăтма кирлĕ чухлĕ укçа-тенкĕ уйăрнă.

Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ĕçченĕсем кăçалхи хутса ăшăтмалли сезона начар мар хатĕрленнине палăртмалла. Пысăк аварисем пулманпа пĕрех. Телее, кăçал хĕл сиввисем те аякра пулчĕç. Тен, çакă та пире тĕрлĕ сăкăлтăксенчен хăтăлма пулăшрĕ.

2005 çулта çирĕплетнĕ планпа килĕшỹллĕн капиталлă юсав ĕçĕсем поселокри Заводская урамри 22, 21-мĕш, Ленин урамĕнчи 45-мĕш çуртсене çĕнĕ çивиттисем витнипе пуçăнмалла.

Строительство ĕçĕсене Заводская 43, Молодежная 6, Ленин 51 тата Чулкасри Новая урамсенчи 1, 2-мĕш çуртсенче туса ирттерме палăртнă. Зеленăй такăрлăкри 7-мĕш çуртăн çивиттине юсаса çĕнетмелле, К.Иванов урамĕнчи 9, 11-мĕш çуртсенче шыв илсе пыракан тата каяш шывсене юхтарса ямалли пăрăхсене юсамалла тата ытти те.

Район, поселок сăн-сăпатне улăштарса çĕнетессине, тирпей-илем, хăтлăх кỹрессине те коммуналлă хуçалăхра тăрăшакансем хăйсем çине илнĕ. Тĕслĕхрен, Çĕнĕ çул умĕн унти ĕçченсем поселокра пурăнакансен хаваслă кăмăл-туйăмне çĕклес, территорисене илем кỹрес тесе нумай ĕçсене пурнăçа кĕртме пултарчĕç.

Çĕнĕ çулта вара çĕнĕ ĕçсем, çĕнĕ утăмсем. Çирĕплетнĕ план тăрăх кăçал поселокри çамрăксен скверне, культурăпа кану паркне тирпей-илем кĕртмелле, район центрĕнче Афганистанра службăра тăнă салтаксене халалласа сквер уçмалла. Парксене хỹме тытса çавăрса йывăç-тĕм, чечек-курăк лартмалла, акмалла, пĕр сăмахпа, пур енчен те хăтлăх туса кашнине килĕшмелле тумалла. Çавăн пекех Ленин урамĕнчи йывăçсене те карта тытса çавăрма палăртнă.

Кунсăр пуçне Ворошилов, Колхозная, Промышленная, Крупская, Октябрьская урамсенчи çул-йĕре йĕркелемелле, поселокри урамсенче çынсен хăрушсăрлăхĕшĕн тăрăшса кирлĕ çĕрте çул паллисем, çуран çỹрекенсем валли каçмалли вырăнсем тумалла тата ытти те.

В. ПЕТРОВА.



29 января 2005
00:00
Поделиться