Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Тирпейлĕх, йĕркелĕх - хамăршăнах

о Вырăнти администраци

Тирпейлĕх, йĕркелĕх - хамăршăнах

Вăрмар поселок администрацийĕн пуçлăхĕ Г.Егоров районти Культура çуртĕнче 2004 çулхи ĕç итогĕсене пĕтĕмлетрĕ.

Поселок администрацийĕн территорийĕнче 876 çурт-йĕр, çав шутра уйрăм çынсен çурчĕсем - 667, хваттерсем - 2000. Вĕсенче 6688 çын пурăнать.

Иртнĕ çул поселокăн социаллă пурнăç шайне ỹстерессишĕн тăрăшса нумай ĕçсем туса ирттернĕ. ЧР Президенчĕн Н.Федоровăн Чăваш Республикине тĕпренех газификацилемелли указне пурнăçа кĕртес тĕллевпе тата çынсене хăтлă условисем туса парассишĕн тăрăшса уйрăм çуртсемпе хваттерсене газ кĕртес енĕпе чылай тăрăшнă. Пĕрремĕш номерлĕ ача-пăча садĕнче те "кăвак çулăмпа" усă курма пуçланă.

Пурăнмалли çурт-йĕр хăпартасси те аван пырать. Акă, Шкул тăкăрлăкĕнче тăватă хутлă 28 хваттерлĕ кирпĕч çурт хута кайрĕ. Заводская урамра тепĕр 28 хваттерлĕ çурт тума пуçланă. Ку ĕçсене "Урмарская" коллективлă строительство организацийĕ пурнăçлать.

Вăрмар поселокĕнче пурăнакансем тахçантанпах ĕçмелли шыв çителĕклĕ пулманнипе тертленетчĕç. Иртнĕ çул шыв кĕртес ĕçе йĕркелесе янă. Халĕ поселокри шыв колонкисем йĕркеллĕ ĕçлеççĕ, хваттерсене те шыв çителĕклĕ пырса тăрать. Ку енĕпе çитменлĕхсем те сахалах мар-ха, шыв тарасисене юсамалла. 2005 çулта Зеленăй, Мичурин, Ворошилов, Комсомольски тата ытти урамсене шывпа тивĕçтермелле.

Çул-йĕр, тротуарсем тăвас тата юсас ĕçсем те начар мар пыраççĕ. Акă, Мир урамĕнче 124 пин тенкĕлĕх тротуар сарнă. Крупская урамĕнчи çула 203 пин тенкĕлĕх анлăлатнă. Тирпей-илем, тасалăх пурне те илĕртет. Поселок центрĕнчи пек электрохунарсене Спорт, райадминистрацин вĕрентỹ пайĕн çурчĕсем умне, Шкул тăкăрлăкне лартнă. Анчах та хăш-пĕр чухне киревсĕр çынсем çак илеме пăсас тĕллевпе электрохунарсене ватаççĕ. Фонтан та çавсене пулах йĕркеллĕ ĕçлемест. Поселок хăтлăхĕ - пуриншĕн те. Пысăк çуртсенчи хваттерсенче пурăнакансем темшĕн путвалсене ăпăр-тапăрсем тухса пăрахаççĕ, хĕллехи кунсенче выльăх-чĕрлĕх усрама та именмеççĕ. Хăйсем хыççăн тасамарлăха пуçтармасăр ыттисен кăмăлне пăсаççĕ.

Çуллахи кунсенче качакасем чечексене, çамрăк йывăçсене ватса çỹреççĕ. Çавăнпа та вĕсене ашкăнса çỹреме чарассипе малашне çирĕп мерăсем йышăнма палăртнă.

Çамрăксем преступлени тăвасси те çав-çавах пĕтмест-ха. Пушă вăхăта усăллă ирттерме условисем те пур вĕсем валли. Ашшĕ-амăшĕсемпе учительсен ачасен канăвне йĕркелессипе питĕ нумай ĕçлемелле. Халăх дружинисем обществăлла йĕркелĕхшĕн тăрăшса кашни эрнекунпа шăматкун çỹреççĕ.

"Урамсенче, çуртсен умĕнче тирпей-илем кĕртессипе нумай ĕçлетпĕр. Çуркуннепе кĕркуннесенче субботниксем йĕркелетпĕр. Картасене сăрласа илемлетесси те пирĕн ĕçех. Çак ĕçсене эпир пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕ пулăшса пынипе пурнăçлатпăр. Ку çула ЧР Президенчĕ Н.Федоров "Парксемпе садсен çулталăкĕ" тесе пĕлтерчĕ. Парксемпе садсене йĕркене кĕртсе çĕнĕрен йывăçсем лартмалла. Малашлăх - анлă. Унта ĕçлемелли пайтах. Çакна вара поселокра пурăнакансемпе пĕрле çине тăрсан çеç пурнăçа кĕртĕпĕр", - терĕ Геннадий Иванович.

А. НИКОЛАЕВА.



29 января 2005
00:00
Поделиться