Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Вăрă-хурахсене ирĕке ярар мар

о Асăрханулăх

Вăрă-хурахсене ирĕке ярар мар

Шупашкар хулинче хĕç-пăшалланнă виçĕ çамрăк çурçĕр хĕвел анăç районĕнче вырнаçнă иккĕмĕш троллейбус деповĕнче вăй хуракансем валли ĕç укçи илсе каякан "УАЗ" автомобиле вăрă-хурахла тапăннă. Унта нумай укçа пулнине малтанах пĕлнĕ вĕсем. Машинăра икĕ хĕрарăмпа водитель кăна пулнă иккен, депо çав кун хуралçăсем тытман. Энгельс урамĕнчи çула хупăрласа салонри çынсен сехрисене хытах хăпартса укçине туртса илнĕ те хăйсемех вăрланă "Нива" çăмăл машинăпа преступлени тунă вырăнтан тарнă.

Кун пек инкексем Шупашкарта кăна мар, пирĕн районта та пулма пултараççĕ. Çавăнпа та пур енчен те тимлĕхе ỹстермелле. Ытларах банкран ĕç укçи илсе килнĕ кун е ытти тĕрлĕ хаклă йышши хутсемпе ĕçленĕ чух асăрхануллă пулмалла. Чи малтанах ятарлă çынсемпе хурал пĕрле пулмалла. Ку енĕпе милици сотрудникĕсене те чĕнме пултаратăр. Пенси панă вăхăтра та патруль нарячĕпе усă курма пулать. Уйрăм çынсем хăйсемшĕн те хурал тытма пултараççĕ.

Ĕçлекен вырăнсенче вăрă-хурахла тапăнасран асăрханса тĕрлĕрен мероприятисем, калаçусем ирттермелле. Милицин участокри уполномоченнăйĕсемпе пĕрле хаклă йышши таварсем упранакан вырăнсенче ятарласа тĕрĕслỹсем ирттермелле. Сыхăлăх енĕпе çитменлĕхсем пулсан, çийĕнчех, пĕр тăхтаса тăмасăр йĕркене кĕртмелле. Халăхра "Сыхланакана Турă упрать" тесе ахальтен каламан ĕнтĕ. Çавăнпа та кашни руководителĕн пĕр-пĕр çынна ĕçе илнĕ чухне те асăрхануллă пулмалла. Укçа-тенкĕпе çыхăннă тата хурал таврашĕсенче ĕçлеме е укçа турттаракан транспортпа пĕрле çỹреме малтан судпа айăпланнисене вуçех те явăçтарма юрамасть. Ăс-тăн енчен чирлисене, общество йĕркелĕхне тăтăшах пăсакансене, эрех-сăрапа, наркотикпа иртĕнекенсене çакăн пек яваплă ĕçсем шанса памалла мар.

Укçа-тенкĕ енĕпе ĕçлекен кассирăн, ăна хураллаканăн тата автомашина водителĕн банка кайнă е укçа-тенкĕпе çыхăннă ытти ĕçсене пурнăçланă чух хăйсем хăш çулпа кайнине çынсене пĕлтермелле мар. Автомашинăна чарса ют çынсене лартма тата çуран кайма юрамасть.

Пурте пĕрле кар тăрса, асăрханулăха ỹстерсе вăрă-хурахсене, ямăт укçапа пуяс текенсене иртĕхме парар мар.

Н. МАТВЕЕВ,

районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ.



29 января 2005
00:00
Поделиться