Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ашшĕ-амăшĕн ăшшипе

о Шăпа

Ашшĕ-амăшĕн ăшшипе

Автобус çинчен анса юлсан тăван яла, Энтрияльне, асфальтлă çулпа васкамасăр утаттăмччĕ. Тăван ялăм автобуссем çỹрекен çултан 1 çухрăмра вырнаçнă. Тырă складĕнчен иртсе яла кĕме çеç пуçланăччĕ, мана пĕр арçын велосипедпа хуса çитрĕ те, сывлăх сунчĕ, унтан: "Яла килес терĕн-и?" - терĕ. Утма чарăнса, çаврăнса пăхса, сана та çапла пултăр, тесе велосипед хуçине палласа илсе: "А, эсĕ-çке ку, Геннадий! Велосипедпа ярăнса çỹреме тухрăн-и?"- терĕм. Çук! Эпĕ тырă складĕнче кладовщикре ĕçлетĕп, мĕн туса ларас килте, манăн васкамалла-ха тесе велосипед çине ларса ялалла вĕçтерчĕ. Хамăн ăшра: мĕн туса лартăр-ха çамрăк вăй питти арçын ĕçсĕр текелесе, эпĕ тăван яла, тăван кил еннелле уттартăм. Унтанпа виçĕ çул та иртрĕ. Геннадийпе тăван яла, Шупашкартан килсен, темиçе хут та курса калаçнă. Геннадий халĕ тивĕçлĕ канура, апла пулин те кладовщикрех ĕçлет. Ялта ăна, хăйĕнчен кĕçĕннисем, Гена пичче, пĕр çултисем Геннадий Сергеевич, аслăраххисем Геннадий шăллăм тесе чĕнеççĕ. Геннадий Сергеевич Хлебников 30 çул ытла Вăрмар райповĕн тытăмĕнче сутуçă пулса ĕçленĕ, вăл ĕç ветеранĕ, суту-илỹ отличникĕ ятсене илме тивĕç пулчĕ. Вăл нумайрах, хăйĕн тăван ялĕнчи, Вăрманкасри магазинра ĕçлерĕ. Ачалăхĕ унăн çăмăл пулман. Ашшĕ вăрçа кайиччен утма пуçланăскер, паллах, унăн сăнне астăваймасть. Ашшĕ сăнĕ пуçне кĕрсе юлнă пулсан та Геннадий аса илмест. Фотокарточка тăрăх кăна ашшĕ сăнне, амăшĕ - Плаки кăтартнăран пĕлет. Ашшĕ Сергей Ермолаевич Хлебников вăрçăн малтанхи кунĕсенчех, çамрăк арăмне, пĕчĕк ачине хăварса, Тăван çĕр-шыва хаяр тăшмансенчен хỹтĕлеме ăсаннă. Сталинград патĕнчи хаяр çапăçура С.Хлебников сержант пуçне хунă, арăмĕ, ывăлĕ патне таврăнайман. Плаки аппа ачине пăхса ỹстерсе пурнăç çулĕ çине кăларать, пурнăçра хăйĕн вырăнне тупма пулăшать. С.Хлебников Энтриялĕнчи вăтам шкулта вĕренсе ăс-тăн пухать. Çĕр-шыв умĕнчи тивĕçе пурнăçласан, юнашар ялти Вăрмар районне кĕрекен Шутнерпуç ялĕнчи Архипов Михаилăн хĕрĕпе - Соняпа çемье çавăрать. Ача-пăча çуратса савăнса пурăнас, пилĕк ачине ура çине тăратас вăхăтра арăмĕ вăхăтсăр, упăшкипе ачисене тăлăха хăварса, çĕре кĕрет. Геннадий Сергеевич пиллĕк ачапа юлать. Кĕçĕнни Андрей, çулталăкран çеç иртнĕ. Пурнăç тени Геннадие телей кỹмен. Вăл килне урăх хĕрарăм илсе килмен, ачисене интерната парса салатман, амăшĕ, Плаки аппа пулăшнипе, хăйĕн чăтăмлăхĕпе, юратăвĕпе, ашшĕ-амăшĕ вырăнĕнче пулса пăхса ỹстернĕ. Пурне те пурнăç çулĕ çине кăларса, хăйсене пурнăçра, йывăр пулсан та, хăйсен вырăнне тупма вĕрентнĕ, пулăшнă. Икĕ хĕрĕ - Галяпа Таня, виçĕ ывăлĕ - Саша, Сергей, Андрей, амăшĕсĕр юлса, ашшĕн юратăвĕпе, унăн ăшшипе чăтăмлăхĕпе ỹссе çитĕннĕ. Толя Шупашкарти пединститутра учитель пулма вĕренсе, алла диплом илсе, кунтах ĕçлет, çемьеллĕ, икĕ ача. Таня, бухгалтер специальноçне алла илнĕскер Вăрмарти Госстрахра ĕçлет. Çемьеллĕ, тăван ялта пурăнать, икĕ ача. Упăшки Андрей, хальхи ĕçсĕр саманара Мускавра вăй хурать. Виçĕ ывăлĕ те Тăван çĕр-шыв умĕнчи арçын тивĕçне пурнăçланă. Саша ял хуçалăх институтне пĕтернĕ, ученăй-агроном. Çĕрпỹри район администрацийĕн ял хуçалăх управленийĕнче ĕçлет. Çемьеллĕ, пĕр ача. Çĕрпỹ хулинче пурăнать. Икĕ ывăлĕ - ашшĕ, Геннадий, каланă тăрăх çемье çавăрман-ха. Сергей Шупашкарта, кабель заводĕнче вăй хурать. Андрей, ялта, ашшĕпе пĕрле ĕçлесе, кашни çул ăнăçлă пыл туса илет. Килкарти тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Лаша тытаççĕ. Ывăлĕ - Андрей унăн сылтăм алли вырăнĕнчех. Кладовщик ĕçĕнче те ашшĕне пулăшса пырать. Ашшĕ ăна хăй вырăнне хăваратăп тет. Ачисем - хĕрĕсем, ывăлĕсем - ашшĕн çуралнă кунĕнче пухăнса, ашшĕне тав сăмахĕсем калаççĕ, хаклă парнесем парса чыс тăваççĕ. Çапла, пурăнать, ĕçлет, тивĕçлĕ канура пулсан та, ултă теçетке урлă каçнă ĕç ветеранĕ Г.Хлебников.

А. ВИШНЕВСКИЙ.

Шупашкар хули.



05 февраля 2005
00:00
Поделиться