Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Кăçалхи утăмсем сулмаклăрах пулччăр

о Инфраструктура

Кăçалхи утăмсем сулмаклăрах пулччăр

Райадминистраци пуçлăхĕ А.Егоров тата райадминистрацин яваплă ĕçченĕсем районта пурăнакансемпе тачă çыхăну тытса вĕсен кулленхи пурнăçĕнчи ыйтăвĕсене татса парас тĕллевпе ял администрацийĕсене тухса çỹреççĕ. Ку хутĕнче вĕсем Тикаш ял администрацине кĕрекен Çĕнĕ Вĕренер ялне çитсе курчĕç.

Пухăва Тикаш ял администрацийĕн пуçлăхĕ В.Черкасов уçса чи малтанах Чăваш Республикин Президенчĕн Н.Федоровăн "Чăваш Республикинчи ялсен 2010 çулчченхи социаллă аталанăвĕ" Программипе паллаштарса хăйсен территорийĕнче туса ирттернĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ. Çĕнĕ Вĕренерте 124 хуçалăх, унта 166 çын пурăнать. Иртнĕ çул республикăн газификаци программипе килĕшỹллĕн Çĕнĕ Вĕренер ялĕнче те "кăвак çулăм" ялкăшма пуçларĕ. Хальхи вăхăтра 45 килте газ çунать. Пĕчĕк ялшăн, унта пурăнакансемшĕн ку чăн-чăн ырлăх ĕнтĕ. Çавăн пекех иртнĕ çул ял администрацийĕн территорийĕнче çăл куçсене сыхласа хăварас, халăха паха шывпа тивĕçтерес тĕллевпе райадминистраци пуçлăхĕн йышăнăвĕпе "Таса çăл куç" операцие хутшăнса ялти çăл куçсемпе тарасасене тасатнă. Республика пуçлăхĕ лартнă тĕллеве - чăваш халăхне ĕçмелли паха шывпа тивĕçтерессине - пурнăçа кĕртмелле. Кăçал "Парксемпе садсен çулталăкĕ" пулнă май йывăç-тĕм, чечек-курăк лартса садсемпе парксем ешерччĕр тесе нумай ĕçлемелли, çавăн пекех çитсе пыракан Аслă Çĕнтерỹ 60 çул çитнине тивĕçлипе кĕтсе илсе ирттерсе ярас тесен пĕтĕм вăй-хала парса тăрăшмалли çинчен каларĕ.

Райадминистраци пуçлăхĕ А.Егоров район пурнăçĕпе, экономикăпа социаллă аталанăвĕн ỹсĕмĕсемпе паллаштарчĕ, общество инфраструктурин, промышленность, ял хуçалăх предприятийĕсен ĕç-хĕлне тата ытти пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтусене хускатрĕ. Районти ялсене комплекслă аталантарас ыйтупа малалла та çирĕппĕн ĕçлемеллине палăртса кăçал та кăтартуллă ỹсĕмсен çулталăкĕ пуласса шантарса каларĕ.

Чăнахах, çапла каламашкăн А.Егоровăн сăлтав çук мар, мĕншĕн тесен темиçе çул каялла кăна районта, пĕтĕм Чăваш Енре çут çанталăк газĕ те пулман, общество инфраструктури те, тĕпрен илсен, аталанни палăрман. Кăçал вара республика пуçлăхĕ палăртнă Указсенче ялсенче пурăнмалли çурт-йĕр тăвасси, çулсем хывасси, пахалăхлă, таса шывпа тивĕçтересси çĕнĕ вăй илсе чăваша тивĕçлĕ пурнăç туса памашкăн тĕллев лартнă.

Пухура çавăн пекех райадминистраци пуçлăхĕн заместителĕ, строительство, архитектура, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх, транспортпа çыхăну управленийĕн начальникĕ Н.Яковлев, социаллă хỹтлĕх управленийĕн пуçлăхĕ В.Иванов, вĕрентỹ пайĕн начальникĕ А.Веселовский, культура пайĕн пуçлăхĕ Т.Викторова, çут çанталăка сыхлас енĕпе ĕçлекен пай начальникĕ В.Николаев хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарса малашлăх тĕллевĕсем çинче чарăнса тăчĕç, пухăннисен тĕрлĕ енлĕ чылай ыйтăвĕсем çине хуравсем пачĕç.

О. АЛЕКСЕЕВА,

райадминистрацин информатизаципе

çыхăну пайĕн пĕрремĕш категориллĕ специалисчĕ.



05 февраля 2005
00:00
Поделиться