Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

ЛАЙĂХ ВĂРЛĂХ - ТУХĂÇ НИКĔСĔ

о Пахалăх

ЛАЙĂХ ВĂРЛĂХ - ТУХĂÇ НИКĔСĔ

Ял хуçалăхне аталантарма, çĕклеме хуçалăхăн тыр-пул çитĕнтермелле, выльăх-чĕрлĕх пуçне ỹстермелле, мĕншĕн тесен пĕр отраслĕ тепринпе тачă çыхăннă. Тыр-пул тухăçлăхĕ паха вăрлăхран пуçланать. Ку енĕпе "Арабоси" агрофирма çанă тавăрсах тăрăшать.

Кăçал хĕлĕпе тенĕ пекех тырă алласа сортлатпăр. Таса та тирпейлĕ кĕлетре икĕ "Петкус" агрегатпа ырми-канми ĕçлетпĕр. В.Петрова, И.Молькова, Г.Викторова, С.Григорьева, Л.Кузьмина, Г.Иванова, В.Фомина, Г.Кузьмина рабочисем икĕ сменăпа вăй хураççĕ. Агрегатсем пĕр тикĕссĕн ĕçлеччĕр тесе Ю.Максимовпа В.Степанов слесарьсем çине тăраççĕ. В.Белов бригадир вĕсен ĕçне йĕркелесе пырать. Л.Максимова складсен заведующийĕ пур çĕре те ĕлкĕрет. В.Максимов тĕп агроном вăрлăх пахалăхĕшĕн еплерех тăрăшмаллине каласа ăнлантарать. Ăна упрама тивĕçлĕ условисем туса парассишĕн тăрăшать. Кашни вăрлăх сорчĕн хăйĕн вырăнĕ. Хуçалăх вăрлăх туса илес енĕпе ытларах тимлĕх уйăрнă май, кунта ĕçлекенсен яваплăхĕ çав тери пысăк. Хальхи вăхăтра "Ирень" сортлă тулă (ПР 2) 46 тонна, 1 репродукцилли - 98, "Биос" сортлă урпа 1 репродукцилли - 25, 2 репродукциллĕ "Эльф" - 37 тонна пỹлмере упранаççĕ. Унсăр пуçне выльăх пăрçине те вăрлăхлăх хатĕрленĕ. 2 репродукциллĕ "Орлецкие" сортлă выльăх пăрçи - 44 тонна. Ăна хамăр хуçалăхра та акса хăварасшăн. Вăл пирĕн сутлăх та пур. Тасатса сортланă 2700 центнер тырра районти вăрлăх инспекцийĕнче тĕрĕслеттернĕ. Вĕсем пурте кондициллĕ. Эпир хуçалăхра ытларах "Ирень" сортлă тулă акатпăр. Унăн пахалăхĕ ыттисенчен чылай пысăкрах. Апла пулсан, хуçалăх кассине укçа-тенкĕ те ытларах кĕрес шанчăк пур. "Ачана пĕчĕкрен йĕркеллĕ пăхса ỹстермелле тенĕ ĕлĕкхи çын. Тухăçлă тыр-пул çитĕнтерес пулсан пахалăхлă вăрлăхран пуçăнмалла", - тет тĕп агроном В.Максимов пире ăс вĕрентсе. Унăн вара ĕçри опычĕ те, практики те çителĕклех.

Е. СПИРИДОНОВ,

агроном.



05 февраля 2005
00:00
Поделиться