Пурне те ятран асăнар
о Аслă Çĕнтерỹ 60 çул тултарас умĕн
Пурне те ятран асăнар
Петр Степанович Степанов
Нумай ачаллă çемьере çуралса ỹснĕ Петр Степанович, ултă ачаран тăваттăмĕш пулнă вăл. Пĕчĕклех тĕрĕс наукăсем патне туртăннă. Урăхла каласан - физик пулмалли çынах пулнă. Анчах çак ĕмĕт тỹрех пурнăçланман, Кивĕ Вăрмарти шкулта 7 класс пĕтернĕ, Канашри педагогика училищинче вĕреннĕ, килти çитмен пурнăç пирки ăна пăрахма тивнĕ. 1926 çулта çуралнăскерĕн вăрçă умĕнхи тата унăн вăхăтĕнчи нушасене самаях тỹсме тивнĕ. Пултаруллă çамрăка ун чухне ялти шкулта ĕçлекен Александр Филиппович Илларионов асăрханă, колхоза счетовод пулса ĕçлеме вырнаçтарнă. Талантлă çын пур енчен те талантлă, теççĕ. 19 çул тултарнă çамрăка çара илсессĕн, малтан куçаруçăсен курсне яраççĕ, нимĕç чĕлхине вăл хăвăрт алла илет. Кенигсберг тăрăхĕнче пĕрре кăна мар унăн тыткăна лекнĕ нимĕç фашисчĕсен калаçăвне куçарма лекет. Хăй каланă тăрăх, нимĕç генералĕн пĕр сăмахне тĕрĕс мар куçарма лекнĕ иккен. Лешĕ, Хусанта вĕреннĕскер, çурăмпа çаврăнса тăчĕ, тет. Çавăн хыççăн Петр Степанович пĕлĕве малалла тăсма кирли çинчен шутланă та пулĕ. Сывлăхĕ япăх пулнипе çартан маларах килнĕскер, Хусан университечĕн физикăпа математика факультетне вĕренме кĕнĕ, хăйĕн юратнă специальноçне алла илнĕ хыççăн Кивĕ Вăрмарти шкулта физикăна вĕрентнĕ. Арăмĕпе, Римма Ивановнăпа, виçĕ ача çуратса ỹстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Тавракурăмĕ анлă пулнă Петр Степановичăн, хăй физика вĕрентнĕ пулин те, историпе кăсăкланнă. Вăл хăйĕн йăхне-тĕпне тĕпчесе çырса хатĕрленĕ генсалоги йывăçĕпе паян кунчченех çамрăксем интересленеçĕ. Ара вăл 1700-мĕш çулсенченех пырать-çке.
Хастар ветеранăн чĕри 1996 çулхи май уйăхĕн 23-мĕшĕнче тапма чарăннă. Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 60 çул çитнине кĕтсе илеймерĕ.
В. ТОЛМАТОВ,
обществăлла корреспондент.
Кивĕ Вăрмар ялĕ.