Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çемьешĕн ют ан пултăр

о Çул çитмен ача тата общество

Çемьешĕн ют ан пултăр

Пирĕн районта 18 çула çитменнисем - 8313 ача. Вĕсенчен - 4689-шĕ - шкул ачисем. Вăрмар поселокĕнче çул çитменнисем - 1919. Вĕсен кашнин шухăш-кăмăлĕ тĕрлĕрен. Хăшĕ-пĕрисен ашшĕ-амăшĕсем хăйсен яваплăхне туймасăр ачисене ирĕке яраççĕ, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе интересленмеççĕ. Çапла вара çакăн пек ачасем преступлени çулĕ çине те çăмăллăнах тăраççĕ. Акă, иртнĕ çул район территорийĕнче çул çитмен ачасем 17 преступлени тунă, унчченхи çул - 12. Вăрмар поселокĕнче 6 преступленирен 5-шне шкул ачисем, пĕрне - Хусанти профтехучилищĕре вĕренекен. Ачасем ытларах çын пурлăхне вăрлаççĕ, пĕр-пĕринчен япала туртса илеççĕ. Килсене кĕрсе вăрласси те вăй илсех пырать. Мĕншĕн çамрăксем преступлени çулĕ çине тăраççĕ? Хăшĕсем ашшĕ-амăшĕ пек пулма тăрăшаççĕ, теприсем иртĕнсе алхасаççĕ, виççĕмĕшĕсем юлташĕсем хушнинчен пăрăнма вăй-хал çитереймеççĕ. Малтан судпа айăпланнă, эрех серепине лекнĕ çитĕннĕ çынсем айван ачасемпе нумай усă кураççĕ. Вĕсене вăрлама, вăрă-хурахла тапăнма вĕрентеççĕ. Çамрăксем хăйсем сисмесĕрех вĕсен аллине кĕрсе ỹкеççĕ. Каярахпа тĕрмене те çакланаççĕ. Ку вара çамрăксене пурнăçра ĕмĕр тăршшĕпех ура хурса пырать. Иртнĕ çул районти шалти ĕçсен пайĕнчи çул çитмен ачасемпе ĕçлекен уйрăмра 49 ача учетра тăнă, вĕсенчен Вăрмар поселокĕнчен - 27. Иртнĕ çул хулиганла пĕчĕк ĕçсем тунăшăн 4 çамрăка явап тыттарнă. Çамрăк ачасем обществăлла право йĕркине ан пăсчăр тесе тĕрлĕрен мероприятисем туса ирттеретпĕр. Вĕренỹ вăхăтĕнче Вăрмар поселокĕнчи пасарта çỹренĕшĕн 129 шкул ачине тытса чарса районти шалти ĕçсен пайне илсе пынă. Вĕсенчен 48-шĕ - Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкултан. Ачасене тĕрĕс воспитани парасси чи малтан ашшĕ-амăшĕсенчен килет. Уроксем хыççăн вĕсем пушă вăхăта еплерех ирттернипе интересленсех тăмалла. Хăш-пĕр чухне çурма çĕр иртсен те ачасем Вăрмар поселок урамĕсенче ỹсĕр çапкаланса çỹреççĕ. Харпăр хăй ачи çемьешĕн ют пулмалла мар пулĕ. Ĕçкĕпе иртĕхесрен тата алкоголизмран сыхланас енĕпе тĕллевлĕ ĕçсем туса ирттермелле. Ачасене ĕçе вырнаçтарассипе çыхăннă ыйтусене татса памалла.

А. ФИРСОВ,

милицин участокри

аслă уполномоченнăйĕ.



09 февраля 2005
00:00
Поделиться