Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çирĕп сывлăхшăн

о Шкул

Çирĕп сывлăхшăн

Çĕнĕ 2004 çул уявĕсем иртсе кайрĕç пулин те унăн асамлă саманчĕсем халĕ те чуна хумхантарса тыткăнлаççĕ. Çак асамлă уяв кашниншĕнех - ваттишĕн те, вĕтĕр-шакăршăн та - нумайччен кĕтнĕ чи хаваслă кун. Эпир те, Кĕтеснер шкулĕнче тăрăшакансем, çак уява чăтăмсăррăн кĕтсе илсе хатĕрленсе ирттерсе ятăмăр. Ачасем те Çĕнĕ çула хаваслăн кĕтсе илчĕç.

Мĕнпе паллă пулса юлчĕ-ха иртнĕ çул? Республика Президенчĕ Н.Федоров 2004 çул пуçламăшĕнче "Çамрăксен тата сывă пурнăç йĕркин çулталăкĕ çинчен" Указ кăларчĕ. Указа пурнăçласа сывă пурнăç йĕркине çамрăксем хушшинче сарас, вĕсене физкультурăпа спорт занятийĕсене анлăрах явăçтарас, вĕсен канăвне йĕркелес тĕлĕшпе Кĕтеснер шкулĕнче 2004 çул тăршшĕпех мĕн пур вăй-хала парса тăрăшрĕç. Çулталăкри итогсене пĕтĕмлетсе январь уйăхĕнче "Сывлăхлисен пурте лайăх" девизпа сăн ỹкерчĕксен конкурсĕ пулса иртрĕ. Унта вĕренекенсем хăйсен сывлăхне çирĕплетес енĕпе сăн ỹкерчĕксем тăратрĕç. Кунта йĕлтĕрпе тата çуран чупнине, шыва кĕнине, футболла тата ытти вăйăсем вылянине, класпа вăрмана кайса унти илемпе киленнине курма пулать. Ку, паллах, Кĕтеснер шкул ачисем сывлăхлă пулассишĕн тĕрлĕ майпа тăрăшнине çирĕплетсе парать. Çак конкурсра 1-мĕш вырăна - 9 класс, 2-мĕшне - 8 "а" класри Л.Платоновăпа 6 класри О.Васильева, 3-мĕшне С.Лоцманпа Н.Николаева (5 кл.), Е.Шигалев (7 кл.), К.Владимирова (3 кл.) йышăнчĕç. Конкурса хутшăннисене Хисеп грамотисемпе парнесем парса хавхалантарчĕç.

Л. ЛОМОНОСОВА,

вĕрентекен.



09 февраля 2005
00:00
Поделиться