Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Хуçалăх тĕрекĕ - ял халăхĕн пурнăçĕ

о Руководитель трибуни

Хуçалăх тĕрекĕ - ял халăхĕн пурнăçĕ

Ял пурăнсан Раççей те пурăнать, тетпĕр эпир час-часах. Рынок реформи вăй илсе пынă май хуçалăхра вăй хуракансен пĕр харăс ура ярса пусмалла, вара тин çитĕнỹсем пирки калаçма пулĕ.

Хĕл кунĕсем пыраççĕ пулин те çанталăка çурхи кун сăнĕ çапрĕ. Ку вара ялта пурăнакансене ака-суха ĕçĕ часах çывхарасса систерсе ăна хатĕрленме хистет, кăçал пĕлтĕрхинчен лайăхрах ĕçлесе çитĕнỹсем тума чĕнет. 2004 çулта фабрика коллективĕ 27 миллион та 700 пин тенкĕлĕх продукци туса сутнă. 2003 çулта ку кăтарту 16 миллион тенкĕ пулнă, 2002 çулта - 9 миллион. Таса тупăш пĕлтĕр 262 пин тенке çитрĕ. Хуçалăхри вăтам ĕç укçи 2260 тенкĕпе танлашрĕ. Аш-какай туса илесси 150 процент ỹснĕ, çăмарта - 183, чăх-чĕп пусарса кăларасси 121 процент таран аванланчĕ. Çак кăтартусем пирĕн хуçалăх çултан-çул еплерех ĕçлеме пултарнине аван çирĕплетеççĕ. Вĕлле хурчĕ - ылтăн хурт, теççĕ халăхра. Ахальтен ылтăнпа танлаштарман пулĕ ăна. Вăл сывлăхшăн та питĕ усăллă. Ăна сутсан укçи-тенкине те шутлама кăмăллă. Хуçалăхри утарта - 70 вĕлле. Вĕсенчен 1200 килограмм таварлă пыл туса илсе районта малтисен шутне кĕме пултартăмăр. Хурсен тĕкĕсене июнь-август уйăхĕсенче çăлса илетпĕр те каллех хуçалăх касси пуянланать. 2004 çулта чĕрĕ хурсенчен 500 килограмм тĕк илме пултартăмăр. Ăна Мускавран тата ытти çĕртен килсе туянаççĕ. Ăратлă выльăх-чĕрлĕхрен кăна пысăк тупăш илме пултарнине шута илсе ку енĕпе те нумай ĕçлетпĕр. Бройлер чăхсен ăратлăхне çĕнетме Мускав облаçĕнчен 36 пин çăмарта илсе килтĕмĕр. Ăратлă кăркка çăмарти - 20 пин. Чулхула облаçĕнчен 3 пин пуç ăратлă хур чĕпписем илсе килме пултартăмăр. 1 миллион та 13 пин ăратлă бройлер çăмартисене - 6 миллион та 384 пин тенкĕлĕх, хурпа кăркка çăмартисемпе чĕпписене 4 миллион тенкĕлĕх ытла сутнă. Тунтикун кăна-ха 29 пин штук ăратлă бройлер чăх-чĕпписем кун-çути курчĕç. Мăйракаллă шултра выльăхсен шучĕ - 127, вĕсенчен сăвакан ĕнесем - 45. Ĕне сĕчĕ пире хуçалăхра çав тери нумай пулăшать. Ăна йỹçĕтсе чăх-чĕпсене хутăш апатпа пĕрле паратпăр. Ытлашшине сутатпăр. Ĕнесен ăратлăхне ỹстерес тĕллевпе искусствăлла майпа пĕтĕлентерме пуçларăмăр. Пирĕн хуçалăх кайăк-кĕшĕк енĕпе ĕçлет. Пĕр отраслĕ тепринпе тачă çыхăнса пынине кура пур енлĕн те тăрăшма тивет. Тĕш тырăсăр чăх-чĕп ỹсмест.

Тыр-пул çитĕнтерме техники те, çунтармалли-сĕрмелли материалсем те сахалах мар кирлĕ. 1947 гектарлă пусăра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем çитĕнтеретпĕр. Пĕлтĕр кашни гектартан 31,1 центнер туса илтĕмĕр. Иртнĕ кĕркунне кĕрхи культурăсене 300 гектар çинче акса хăварнă. Выльăх пăрçин тутлăлăхĕ пысăккине шута илсе пĕлтĕр 54 гектар çинче акса, туса илтĕмĕр. Хурт-хăмăр валли фацели курăкне акатпăр. Симĕс удобренишĕн - донник та питĕ лайăх. Вăл çĕр пулăхлăхне аванлатать. Çурхи тата кĕрхи тулăсен, урпан, ырашăн вăрлăхĕсене çĕнетрĕмĕр.

Техникăсăр хуçалăх алăсăр çынпа танах. Пĕлтĕр "Енисей-950" çĕнĕ комбайна тата МТЗ-82 трактора лизинг майĕпе туянтăмăр. ГАЗ-53, "Нива" çăмăл автомашина, ДТ-75, Т-150 тракторсем, çĕр сухалама пиллĕк плуг, уя тислĕк сапаламалли агрегат, улăма тюкламалли пресс-подборщик хуçалăх вăйĕпе туяннă.

Хальхи вăхăтра çитес çур аки валли сеялкăсемпе сỹресене юсаса лартса пыратпăр. Кивĕрех техникăна тĕпрен юсассипе тăрăшаççĕ. Çав вăхăтрах чăх-чĕп витисенчи оборудование çĕнетессипе çине тăрса 6 комплект улăштарма палăртнă. Строительство материалĕсем çителĕклĕ.

Хуçалăхра газ кĕртессипе те малалла вăй хуратпăр. Хальхи вăхăтра йĕтемре, кантур çуртĕнче, машинăпа-трактор паркĕнчи юсав мастерскойĕнче газ çунать. Çавăн пекех талăкри чĕпсен виçĕ вити "кăвак çулăмпа" ăшăнать.

Çак ĕçсене пурне те кадрсем татса параççĕ. Коллективра 192 çын вăй хурать. Чылайăшĕ пĕр вырăнта нумайранпа ĕçлет. Унсăр пуçне шкулта вĕренекенсемпе, ашшĕ-амăшĕсемпе, учительсемпе тачă çыхăнса ĕçлетпĕр. Çуллахи каникулсенче ачасене ĕçпе тивĕçтерессине аван йĕркеленĕ. Кĕркуннехи вăхăтра та вĕсем пире пулăшма хатĕр. 2005 çула ЧР Президенчĕ Н.Федоров "Парксемпе садсен çулталăкĕ" тесе пĕлтерчĕ. Çак Указа пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе вĕренекенсем 5 гектар çĕр çине 18 пин хырпа хурăн йывăççисем лартрĕç. Ашшĕ-амăшĕсем, ялта пурнакансем çак лаптăк йĕри-тавра хăйсем карта тытса çавăрчĕç. Халăхпа пĕр-пĕрне ăнланса ĕçленине нимĕн те çитмест. Малашне вара ырра шанмалли çеç юлать. Хуçалăх тĕрекĕ - ял халăхĕн пурнăçĕ.

Н. ПЕТРОВ,

"Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрикин директорĕ.



09 февраля 2005
00:00
Поделиться