Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Конкуренцие çĕнтерсе пысăкрах ỹсĕмсемшĕн

о Потребкооперации

Конкуренцие çĕнтерсе пысăкрах ỹсĕмсемшĕн

Потребительсен обществин районти уполномоченнăйĕсен пухăвĕнче райпо совечĕн председателĕ К.НИКИТИН иртнĕ çулхи финанспа хуçалăх ĕçĕсен итогĕсемпе тата потребительсен обществине аталантарас енĕпе Раççейри наукăпа практика конференцийĕсен сĕнĕвĕсенчен тухса тăракан задачăсемпе паллаштарчĕ.

Наукăпа практика конференцийĕсен сĕнĕвĕсене _ потребкооперацин социаллă миссине тата ытти пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтусене тĕпе хурса райпо чылай йывăрлăхсене çĕнтерсе куллен малаллах талпăнать. Чухăнлăхпа кĕрешесси, райпон экономика аталанăвне пайщиксене активлăрах явăçтарасси - социаллă миссин тĕп шăнăрĕ. Çынсене ĕçпе тивĕçтересси, пĕчĕк производствăна аталантарасси, хатĕрлев ĕçĕсене ỹстересси, кашни нушаланакана тĕрлĕ йăла ыйтăвĕсемпе пулăшу ĕçĕсем парасси - кооператорсен тĕп ыйтăвĕсем пулса тăраççĕ. Тупăшлă ĕçлес, çав вăхăтрах ялта пурăнакана пулăшас тĕллевпе райпо ĕçченĕсем çĕнĕрен те çĕнĕ меслетсем шыраççĕ. Социаллă ыйтусем çине пысăк тимлĕх уйăрни те, тен, вĕсене паянхи конкурентлă кĕрешỹре çĕнтерсе пыма вăй-хал хушса пырать.

Халăха пулăшу кỹрес енĕпе тăрăшни предприятин пур отраслĕнче те палăрать. Акă, тĕслĕхрен, хатĕрлев ĕçне илер. Райпо 23 тĕрлĕ продукци пухассине йĕркеленĕ. Иртнĕ çул ял хуçалăх продукцине 10 миллион та 558 пин тенкĕлĕх туяннă, пĕлтĕрхи çак тапхăрпа илсен, ỹсĕм - 135,3 процент. Халăхран çĕтĕк-çурăк, кивĕ хут, çăм, аш-какай, сĕт, эмел курăкĕсем пухассине лавккасенче лайăх пуçарса янă. Апла-тăк, ялти хресченĕн пасар тăрăх çỹремелле мар, кунтах, вырăнтах вырнаçтарма май пур иккен килти ытлашши ял хуçалăх продукцине. Лавккаçсем вара пĕр тăхтамасăр укçан парса е кирлĕ таварпа тивĕçтереççĕ, çапла майпа халăха хушма тупăш илме май параççĕ. Çавăн пекех сутуçă урлă, ялта пурăнакан ыйтнипе, килте усă курмалли техникăна, сĕтел-пукана, строительство материалĕсене киле çитиех хушма укçасăр ăсатаççĕ. Пысăк япала илнĕ чух кредит парса темиçе уйăх хушшинче тỹлесе татма ирĕк параççĕ. Ку, паллах, пуриншĕн те питĕ меллĕ. Çавăнпа та кашни лавкках паянхи кун ял çыннине пулăшакан чăн-чăн комплекс пулса тăрать. Райпон пурĕ 60 лавкка. Кашниех тупăшлă ĕçлемест паллах. Анчах ватăсем пурăнакан пĕчĕк ялти лавккана мĕнле хупса хурăн-ха? Пĕр-пĕр коммерсант, тупăш илейменнине кура, хăвăртах пуçтарăнса суту-илỹ точкине хупса каять пулсан, райпо пуçлăхĕсем вара лавккана хупма шутламаççĕ, мĕншĕн тесен кунта тупăш илмелли çинчен мар, ялти ватăна пурăнма тивĕçлĕ условисем туса парасси çинчен сăмах пырать. Райпон кашни лавкки паян ялти чăн-чăн пĕчĕк утрав пулса тăрать. Паха та пуян ассортиментлă таварсăр, хăйсем туса кăларнă техĕмлĕ продукцисĕр пуçне лавккара хаçат-журнал вуламалли кĕтессем, чей ларса ĕçмелли сĕтелсем, пĕр сăмахпа, канăва йĕркелемелли пур условисене те туса пама тăрăшаççĕ кооператорсем. Тата лавккасен çумĕнче ача-пăча площадкисем те ỹссех пыраççĕ.

Паллах, райпона ытларах тупăш кỹрекенни суту-илỹ отраслĕ пулса тăрать. Иртнĕ çулхи таварçаврăнăшĕ 82 миллион та 504 пин тенкĕпе е 110 процентпа танлашать. Ваккăн суту-илỹ тăвакан таварçаврăнăшĕ - 69 миллион та 146 пин тенкĕ е 111 процент. Çакăнта обществăлла апатлану предприятийĕсем те хăйсен тỹпине хываççĕ.

Производствăна илсен, райпон çĕвĕ цехĕ, кăлпасси, кондитер изделийĕсем, пылак шывсем хатĕрлекен, пулă тăварлакан тата тĕтĕмлекен "Нивăпа" çăкăр-булка, макарон изделийĕсем туса кăларакан "Вăрмарти çăкăр завочĕ" 21 миллион та 218 пин тенкĕлĕх продукци туса кăларнă. Анчах та туса илнĕ продукцин калăпăшĕ, иртнĕ çулпа илсен, чакнă.

Иртнĕ çулхи пĕтĕмĕшле тавар çаврăнăшĕ 118 миллион та 218 пин тенкĕпе танлашнă, унчченхи çулпа танлаштарсан, 113,3 процент. Пĕр çын пуçне 3206 пин тенкĕлĕх таварпа тивĕçтернĕ.

Совет председателĕ К.Никитин рынок экономикин йывăр тапхăрне, вăйлă конкуренцие пăхмасăр коллектива ăнăçлă ертсе пырать, тавар туянакана паха тавар хатĕрлесе сутас пулсан çĕнĕ оборудованипе хăтлă çуртсем кирлĕ пулнине лайăх ăнланать. Çавăнпа та иртнĕ çул поселокри "Заря", "Кулинария" лавккасене реконструкциленĕ, Энтриялĕнчи, Шăплатри, Ыхраçырмари, Анаткасри куллен кирлĕ таварсемпе тивĕçтерекен лавккасен çурчĕсене газификациленĕ. Кăçал та тĕллевĕсем анлă. Лавккасен 17 çуртне "кăвак çулăм" кĕртмелле, автогараж çиввитине юсамалла, "Заря" гастрономăн иккĕмĕш хутĕнче вырнаçнă кафене хута ямалла, "Океан", "Все для дома" лавккасене евроюсав туса çĕнетмелле тата ытти те. Çавăн пекех хăйсем туса кăларакан продукцин пахалăхĕпе ассортиментне, унăн калăпăшне ỹстермелли, сутуçăсен тавар туянакана ăшă кăмăллă кĕтсе илсе паха тавар туянтармалли, хатĕрлев ĕçне çỹллĕ шая çитермелли пирки каларĕ председатель.

Ревкомиссин ĕçĕпе унăн председателĕ Ф.Елисеева паллаштарчĕ, райпо системинче ку енĕпе яваплă 184 çын ĕçленине палăртрĕ. Райпон ял лавккисене çаратни уйрăмах пысăк тăкаксем кỹнине пĕлтерчĕ.

Пухура Вăрмар поселокĕнчи Н.Борисов, Чулкасри Н.Дмитриева, Ыхраçырмари В.Смирнов, Саруйĕнчи Н.Тимофеев, Çĕнĕ Мăнтăрти Н.Петров уполномоченнăйсем тухса калаçрĕç, райпо ĕçне вăтам хак пачĕç.

Чăвашпотребсоюз совечĕн председателĕ В.Павлов райпон паянхи лару-тăрăвне тĕрĕс хак пама тăрăшрĕ. Экономика лару-тăрăвĕ хальхи вăхăтра ыррине шантарать. Хатĕрлев ĕçĕсене ỹстерес, лавккасене уçас, газ кĕртес, телефонизацилес, тавар ассортиментне пуянлатас, ялсенче халăха тỹлевлĕ пулăшу ĕçĕсем ытларах парас, пĕр сăмахпа, лару-тăрăва тĕпрен лайăхлатас тесен, укçа-тенкĕ çаврăнăшне йĕркелесе ямаллине, райпо председателĕ опытлă экономист, финансист пулнине палăртса райпон ыранхи аталанăвне шаннине пĕлтерчĕ Валерий Михайлович, производствăра ырă тĕслĕх кăтартакансене дипломсемпе наградăларĕ.

Райадминистраци пуçлăхĕ А.Егоров райпо системинче ĕç кăтартăвĕсене лайăхлатас тĕллевпе меллĕ сĕнỹсем парса ыранхи куна çирĕп шанчăкпа кĕрессе шанчĕ, мĕн пур çивĕч ыйтусене пухусенче пайщиксемпе куçа-куçăн татса парса çирĕп ĕçлеме, конкуренцие çĕнтерсе малалла пысăкрах вăй-хăватпа ĕçлеме сунчĕ.

Сỹтсе явнă ыйтусемпе пуху тивĕçлĕ решенисем йышăнчĕ.

В. ГУРЬЕВА.



09 февраля 2005
00:00
Поделиться