Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Афган вăрçин ветеранĕ

о Февралĕн 15-мĕшĕ - воин-интернационалистсене асăнмалли кун

Афган вăрçин ветеранĕ

Афганистанра çапăçса пуçне хунă воинсене чысласа Шупашкарта палăк уçнă. Унта Афган вăрçин ветеранĕ, Кавалта çуралса ỹснĕ В.Туртушов та хутшăннă. Çак вăрçă çинчен аса илсе калаçса лартăмăр унпа.

- Чаплă палăк уçрĕç Афганистанра çапăçса пуçне хунă паттăрсене асăнса. 124 чăваш каччи вилнĕ вĕт çав вăрçăра. Вĕсен ячĕсене палăк çине ылтăн саспаллисемпе çырса хунă. Мана палăк умĕнче ялав тытса тăма шанса чыс турĕç, - тет Володя. - Эпĕ çара 1981 çулта кайнă. Вăхăчĕ лăпкă марччĕ. Ун чухнех Афганистанран хăрушă "Груз 200" текеннипе илсе килме пуçларĕç. Тупăка çавăн пек калатчĕç. Пире малтан Самарканд хулине илсе кайрĕç. Кашни кун тенĕ пекех "вăрçă вăййи" выляттаратчĕç: автоматран, тупăсемпе пертеретчĕç, сăрт-ту çине хăпараттăмăр, унта "тăшмансемпе çапăçаттăмăр". Пирĕн командир Никрашевич хушаматлă подполковник пулнă. Çỹллĕшĕ - 2 метр та 5 сантиметр, спорт мастерĕ. Эпир унтан шикленеттĕмĕр, ун куçĕ умне лекес мар тесе тăрăшнă. "Ну, ачасем, кунта пурнăç аван вĕт, - тет. - Чикĕ леш енне ямалла сире!" - тесе юрпа витĕннĕ ту тăррисем çине тĕллесе кăтартатчĕ.

- 1981 çулхи август пуçламăшĕнче пире, 50 салтака, вертолетсем çине лартса Афганистанри Шиндандт хулинче антарчĕç. Йĕри-тавра пуш хир, ялан çил вĕрет, хăйăр вĕçтерет. Кунта 40-мĕш арми дивизийĕ тăратчĕ. Палаткăсенче пурăнаттăмăр, 28-шар салтак. Хĕлле сивĕччĕ. Кунĕн-çĕрен икĕ тимĕр кăмака - "буржуйка" - хутаттăмăр, пурпĕр шăла шаккаса çỹреттĕмĕр. Çулла вара - пиçсе вил, вĕри 45-50 градуса çитетчĕ. Çеçенхирте хĕвелтен ниçта та пытанма çук - йывăç тавраш ỹсмест.

Пирĕн зенитлă ракета батареи команднăй пунктра тăратчĕ. Тăшман самолечĕсем вĕçсе килесрен аэродромсене сыхлаттăмăр. Машинăсен колоннисене сыхласа пыма яратчĕç. Ĕçмелли шыв пур вырăнсене хурал тăраттăмăр, кишлаксене "душмансенчен" тасатнă.

- Вилекенсем те пулнă ĕнтĕ...

- Хуть те мĕнле вăрçă та вилекенсемсĕр пулмасть ĕнтĕ. Эпĕ халĕ те Ленинград каччине С.Лаврова чĕререн хурланса аса илетĕп. Питĕ хаваслă салтак, гитарăпа каласа юрлама ăстаччĕ. Ăна пуçран тата хырăмран вилмеллех амантрĕç. Пирĕн умрах мина çине лексе Леша Спасибин механик-водитель сирпĕнсе кайрĕ. Унăн виллине эпир татăкăн-татăкăн пуçтартăмăр. Амăшĕ вăл вилсен те çыру çыратчĕ пирĕн патне - унăн пĕртен-пĕр ывăлĕ пулнă. Красноярск каччи Петя Скиляго та пĕр кишлакра душмансемпе çапăçса вилчĕ.

- Афган вăрçишĕн кам айăплă тесе шутлатăр?

- Ман шутпа, вăл вăхăтра пирĕн çарсене Афганистана кĕртсе тĕрĕс тунă. Афган халăхне эпир питĕ пысăк пулăшу патăмăр. Хамăрăн кăнтăрти чикĕсене çирĕплетрĕмĕр. Воин-интернационалистсем кунта хăйсен тивĕçне чыслăн пурнăçларĕç. Чыс та мухтав вĕсене!

В. ТУРТУШОВ,

обществăлла корреспондент.

Кавал ялĕ.



12 февраля 2005
00:00
Поделиться