Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

ЧИ ПĔЛТЕРĔШЛИ - МАССĂЛЛĂХ

о Ыран - пурте старта!

Кăçалхи февралĕн 13-мĕшĕнче "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ-2005" старт илет. Çав кун çĕр-шыври 30 хулари 300000 спортсмен йĕлтĕр çине тăрĕ. Çак массăллă мероприяти тĕп хулари "Шупашкар 500 çулта" паркра иртĕ. Унта пирĕн район команди те хутшăнать. Халĕ йĕлтĕрçĕсем пысăк старта хатĕрленеççĕ.

ЧИ ПĔЛТЕРĔШЛИ - МАССĂЛЛĂХ

Призĕ мар, хутшăнни паха

Райадминистраци пуçлăхĕн призĕсене çĕнсе илессишĕн ирттернĕ йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕ массăллăх енĕпе палăрса юлчĕ. Райадминистрацин управленийĕсемпе пайĕсен, ял тата поселок администрацийĕсен, предприятисемпе организацисен, учрежденисен командисем - пурĕ 258 çын хутшăнчĕç унта.

Ăмăртăва хутшăнакансене район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Егоров саламларĕ, çитĕнỹсем тума ырлăх-сывлăх сунчĕ.

Тупăшусем питех те çивĕч иртрĕç. Шкулта вĕренекенсем те, аслăрах çулхисем те хăйсен мĕн пур тăрăшулăхне пачĕç.

Ăмăрту çĕнтерỹçисене район администрацийĕн грамотисемпе наградăларĕç, хаклă парнесем парса чыс турĕç.

Э. МАЛЕНКОВ.

СССР спорт мастерĕсене, пĕр тăван

Ивановсене асăнса

Сарă хĕвел ăшшăн пăхса хăйĕн çутă пайăркисене Энĕшпуç ялĕ çине сапалать. 11 сехет тĕлне ял варринчи палăк умне йĕлтĕрçĕсем, спорт тусĕсем, вăрçă ветеранĕсем, хăнасем, ял халăхĕ йышлăн пухăнчĕç. Шкул ачисем - хисеплĕ хуралта. ЧР Гимнĕ мăнаçлăн янăрать.

Энĕшпуç ял администрацийĕн пуçлăхĕ В.Сергеев çĕр-шыври нумай хуласенче ăмăртусенче хутшăнма тивĕç пулнă пĕр тăван янташсене вăхăтсăр пурнăçран уйрăлнă Юрийпе Геннадий Иванов СССР спорт мастерĕсене асăнса ирттернĕ митинга уçрĕ. ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "Чувашметалл" уçă акционерлă обществăн генеральнăй директорĕ, Вăрмарсен Шупашкарти янташлăхĕн пуçлăхĕ Л.Григорьев, пушар службин ветеранĕ В.Нягин полковник, "Шоркистринский" кооператив пуçлăхĕ И.Иванов (Г.Ивановăн ывăлĕ), марафон чупассипе тĕнчипе чапа тухнă РФ тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, çуллахи XXVIII Олимпиадăна хутшăннă С.Захарова тата унăн мăшăрĕ, РФ тава тивĕçлĕ тренерĕ Н.Захаров, ЧР пушар службин ветеранĕсен совечĕн пуçлăхĕ Г.Фадеев подполковник, райадминистрацин физкультурăпа спорт тата çамрăксемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ А.Бойков, Н.Афанасьев подполковник, ытти яваплă ĕçченсем, çывăх тăванĕсем асăну митингне хутшăнчĕç, спортсменсене ăнăçусем сунчĕç.

Вăрçă ветеранĕсем тата шкул ачисем палăк умне чĕрĕ чечексем хучĕç. Пухăннă халăх пĕр минута шăпланса тăчĕ. Ăмăртăвăн судйи Н.Изосимов йĕлтĕрçĕсене ăмăрту йĕркипе паллаштарчĕ. Унтан йĕлтĕрçĕсем 9 ушкăна пайланса ирĕклĕ майпа чупма ял хĕрринчи стадионта 200 яхăн спортсмен старта тăчĕ. Çак ăмăртăва республикăри тĕрлĕ спорт шкулĕсенчен, ЧР пушар службинчи, районти тата Энĕшпуç ялĕнчи пултаруллă йĕлтĕрçĕсем тата тĕрлĕ вырăнсенчен килнĕ уйрăм спортсменсем хутшăнчĕç. Кăçал 1418 метрлă дистанцие Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсем - П.Кульков (Шупашкар), Н.Константинов (Энĕшпуç), Е.Иванов (Атнаш), Р.Макаров (Энĕшпуç) чупрĕç, лайăх результатсем кăтартрĕç.

Ăмăртусем питех те çивĕч иртрĕç.

3 километрлă дистанцире 5-7 классенче вĕренекен арçын ачасем хушшинче пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсенче А.Мохайкинпа С.Тимофеев (Шупашкар, 22-мĕш шкул), А.Максимов (Энĕшпуç) виççĕмĕш пулчĕç.

2 километрлă дистанцире хĕрачасенчен Ф.Иванова (Энĕшпуç) чи мала тухрĕ, А.Арманова (Çĕнĕ Кинчер) тата Л.Дмитриева (Чупай) - иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче.

8-9 классенчи арçын ачасем 5 километрлă дистанцире ăмăртрĕç. Çĕнтерỹçĕсем - С.Ивановпа А.Петров (Чупай), Р.Григорьев (Шупашкар, 22-мĕш шкул).

3 километрлă дистанцире хĕрачасем хушшинче çĕнтерỹçĕсем - А.Иванов (Энĕшпуç, Геннадий Ивановичăн хĕрĕ), В.Скворцова (Чупай), И.Изосимова (Энĕшпуç).

10-11 классенчи арçын ачасем хушшинче 10 километрлă дистанцире Э.Васильев (Элĕк районĕ), А.Степанов (Энĕшпуç), Н.Данилов (Кĕлкеш) малти вырăнсене пайларĕç.

Хĕрачасем хушшинче малти вырăнсене Т.Иванова, А.Федорова, С.Иванова (Энĕшпуçсем) тухрĕç.

29 çула çитичченхи арçынсем хушшинче 10 километрлă дистанцире А.Кузьмин (Шупашкар, пушар службин управленийĕ) - пĕрремĕш, Е.Павлов (Шупашкар) - иккĕмĕш, А.Прохоров (Шупашкар) виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç.

5 километрлă дистанцире хĕрарăмсенчен И.Иванова (Вăрмарти элеватор) - пĕрремĕш, И.Ильина (Шупашкар, пушар службин управленийĕ) - иккĕмĕш, Н.Алексеева (Кавал) виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.

30-39 çулсенчи арçынсенчен 10 километрлă дистанцире чи малти вырăна О.Мефодьев (Мăнçырма), иккĕмĕшне А.Ноздрин (Чупай), Н.Скворцов (Шупашкар, пушар службин управленийĕ) виççĕмĕшне тухрĕç.

Хĕрарăмсенчен 5 километрлă дистанцире С.Орлова (Куславкка) çĕнтерчĕ, О.Павлова (элеватор) - иккĕмĕш, Э.Андреева (Çĕнĕ Кинчер) - виççĕмĕш пулчĕç.

         Унтан старта 40-49 çулсенчи арçынсем 5 километрлă дистанцие тухрĕç. Кунта В.Федоров (Кивĕ Вăрмар) - пĕрремĕш, В.Сидоров (Шупашкар, пушар службин управленийĕ) - иккĕмĕш, С.Александров (Вăрмар) - виççĕмĕш пулчĕç.

Хĕрарăмсенчен 3 километрлă дистанцире Н.Кузьмина (Шупашкар, пушар службин управленийĕ) çĕнтерчĕ, З.Семенова (Энĕшпуç) иккĕмĕш, Н.Авакова (Кавал) виççĕмĕш пулчĕç.

50-59 çулхи арçынсенчен 3 километра чупса Ф.Трофимов (Шупашкар, пушар службин управленийĕ), Н.Андреев (Вăрмар), В.Васильев (Вăрмарти вăтам шкул) малти вырăнсене тухрĕç. Хĕрарăмсенчен 2 километра чупса Т.Ашмарина (Кавал) çĕнтерчĕ.

60 çултан иртнĕ арçынсенчен Вăрмар поселокĕнчи Н.Михайлов (65 çулта) - пĕрремĕш, В.Арманов (Çĕнĕ Кинчер) - иккĕмĕш, В.Лирзай (Вăрмар поселокĕ) виççĕмĕш вырăнта.

Шупашкарти "Чувашметалл" АО (Л.Григорьев), "Шоркистринский" кооператив (И.Иванов), "Урмарская" коллективлă строительство организацийĕ, ООО "Стройэксперт" (Шупашкар), ООО "Резон" (Шупашкар), Пĕтĕм Раççейри "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партийĕн районти организацийĕ (И.Иванов), Вăрмарти "Тырă йышăнакан пункт" (В.Александров), Ю.Иванов (Шупашкар), О.Иванов (Энĕшпуç), Л.Николаев (Аслă Чак) предпринимательсем спонсорсем пулса спортсменсене, Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсене хаклă парнесемпе тивĕçтерчĕç. Çакăн пек асăну ăмăртăвĕ Энĕшпуçĕнчи пиллĕкмĕш хут иртрĕ.

Пултаруллă спортсменсем, вĕри чĕреллĕ пĕр тăвансем Г.Ивановпа Ю.Иванов пурăннă пулсан 55 тата 64 çул тултарнă пулĕччĕç.

Энĕшпуçсем çак ăмăртура чăннипех те пултаруллă пулнине çирĕплетсе пачĕç. Халĕ вĕсем "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ- 2005" старта тухма хатĕрленеççĕ.

О. ШТАЕВА,

МЧСăн республикăри

Тĕп управленийĕн сотрудникĕ.

И. КРИКОВ,

ăмăртăвăн йĕркелỹ

комитечĕн членĕ.



12 февраля 2005
00:00
Поделиться