Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

"Хĕрлĕ автан" ан алхастăр

о Район администрацийĕнче

"Хĕрлĕ автан" ан алхастăр

Район администрацийĕн анлă ларăвне райадминистраци пуçлăхĕн заместителĕсемпе пайсемпе управленисен начальникĕсем, муниципаллă учрежденисемпе федераллă службăсен руководителĕсем, ялсемпе поселок администрацийĕсен пуçлăхĕсем хутшăннă.

Ларăва райадминистраци пуçлăхĕ А.Егоров уçса кун йĕркипе паллаштарчĕ. Пĕрремĕш ыйтупа - "2003-2005 çулсенче районта пушар хăрушсăрлăхĕ енĕпе йышăннă районти тĕллевлĕ Программа" мĕнле пурнăçланса пынипе райадминистраци пуçлăхĕн заместителĕ, строительство, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх, архитектура, транспортпа çыхăну управленийĕн начальникĕ Н.Яковлев доклад турĕ.

Çулсерен районта хамăр асăрхануллă, тимлĕ пулманнипе пушарсем тухаççĕ, кил хуçине самаях пысăк тăкак кỹреççĕ. Тата тепĕр хăрушлăх вăл - пушарта çыннăн пурнăçĕ сарăмсăр татăлни. Юлашки çулсенче районта кун пек тĕслĕхсем тăтăшах пулса иртеççĕ. Кама айăпламалла? Кама явап тыттармалла? 2003 çулта - 49 пушарта 3 çын çунса вилнĕ. Пĕлтĕр 44 пушар пулса 6 çын çунса кĕлленнĕ.

Çĕнĕ çула тин кăна кĕтĕмĕр пулсан та, çулталăк пуçламăшĕнчех 5 пушар тухса 4 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Çапла Арапуç ялĕнче вырăн çинче пирус туртса выртнипе пушар тухнă, Д.Кузнецовпа Ю.Кузнецов вут-çулăмран тухайман. Çак сăлтава пулах Вăтакас ялĕнчи С.Иванов пурнăçĕ те татăлнă. Акă, нумай пулмасть, тепĕр хăрушă тĕслĕх пулса иртнĕ: электрооборудованипе усă курмалли йĕркене пăснипе 14-ри хĕр ача сĕрĕмпе чыхăнса сиенленнĕ. Ăçта илсе çитерет çакă? Ăçта пирĕн тимлĕх, яваплăх?

Пушарсем ытларах электрооборудованипе усă курмалли йĕркене пăснипе, кăмакасемпе тĕтĕм çулĕсене пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнмасăр ĕçлеттернипе, çулăмпа асăрхануллă пулманнипе, ачасем шăрпăкпа вылянипе, ятарласа чĕртсе янипе тата ытти сăлтавсене пула тухаççĕ. Çак хăрушă пулăмсенчен ытларахăшĕ уйрăм çынсен кил хуçалăхĕсенче пулаççĕ. Çавăнпа та пĕр тăхтамасăр кашни ял, поселок администрацийĕсенче пушар хăрушлăхне сирме профилактикăлла ĕçсем, калаçусем ирттермелле. Шкулсенче ачасене пушар хăрушлăхĕ çинчен ăнлантармалла, пушар хуралĕпе пĕрле ирĕклĕ çамрăк пушарнăйсен дружинине йĕркелесе ямалла, çавăн пекех кашни уйрăм çыннăн пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп пăхăнмалла, пушара сỹнтермелли хатĕрсем, инвентарьсем пулмалла.

Çак ыйтупах Госпожнадзорăн районти уйрăмĕн начальникĕ В.Хованский тухса калаçрĕ. Ялти актива пуçтарса кашни кил хуçалăхне пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнас енĕпе тĕрĕслемелли, хуçалăхсенчи пушар машинисене юсавлă тытмалли, хуçалăх, ял администраци пуçлăхĕсене мĕн чухлĕ асăрхаттарни, пушар хăрушсăрлăхĕ валли халăхран сулăм укçи пуçтарма йышăнни, вырăнсенче каçхи хурал йĕркелеме палăртни пирки чарăнса тăчĕ.

Арапуç ял администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Иванов хăйсен территорийĕнче пушар хăрушсăрлăхĕ енĕпе йĕркеленĕ ĕçсем çинчен каласа пачĕ.

Райадминистраци пуçлăхĕпе А.Егоровпа гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен пай начальникĕ Ю.Ефимов халăха тата территорисене чрезвычайлă лару-тăрусенчен хỹтĕлес, сыхă пулма вĕрентес енĕпе палăрнă учрежденисене Хисеп грамотисемпе парнесем парса чысланă. Хăйсен территорийĕсенче пушар хăрушсăрлăхĕшĕн тăрăшнă, фондне укçа-тенкĕ хывнă ял администрацийĕсене, "Арабоси" агрофирмăна, "Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрикине асăнмалăх парнесем парса хавхалантарнă.

Районта "Ветерансем çинчен" федераллă саккун мĕнле пурнăçланса пынипе райадминистрацин социаллă хỹтлĕх управленийĕн начальникĕ В.Иванов тухса калаçрĕ. 2005 çултан пурнăçа кĕнĕ федераллă саккунпа килĕшỹллĕн ветерансемпе инвалидсене социаллă пулăшу парас ыйту çинче чарăнса тăчĕ.

Райадминистраци пуçлăхĕн заместителĕ Л.Голубева район территорийĕнче çăмăллăхсене укçан саплаштарассине халăх пăлханмасăр, ытти хуласемпе облаçсенчи пек митингсемпе протест акцийĕсем ирттермесĕр йышăннине пĕлтерчĕ. Çакна вăл Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров çăмăллăхсене сыхласа хăварас тĕллевпе васкавлă мерăсем йышăннипе пулса иртнине палăртрĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Егоров ку тĕлĕшпе пысăк ĕçсем туса ирттермеллине, кунта кашнин тивĕçлĕ тỹпе хывмаллине палăртрĕ.

В. ГУРЬЕВА.



12 февраля 2005
00:00
Поделиться