Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Инкек куçа курăнса килмест

о Асăрханулăх

Инкек куçа курăнса килмест

Инкек таврашĕ вăрттăн пытанса çỹренĕ пек килсе тухать. Кĕтмен çĕртен, сисĕнкĕсĕр пурин умне те çитсе тăма пултарать. Кун пек чухне пур çын та инкек тỹсекене пулăшма васкать пулĕ. Ыр кăмăллăх пĕтмен-ха çын чунĕнче. Акă, Вăрмар поселокĕнчи Заводская урамри 44-мĕш çуртри 1 хваттерте пушар тухма пуçланă. Хваттер тĕтĕмпе тулса çак çуртри ытти хваттерсене саланма пуçланă. Ку инкеке чи малтан виççĕмĕш хутра пурăнакан В.Антонова сиснĕ. Пысăк инкек килсе тухнине туйса пĕрремĕш хута чупса анса тĕтĕм мăкăрланакан хваттер алăкĕнчен шакканă. Анчах та хирĕç никам та сасă паман. Çавна кура кỹршĕри В.Морозов хваттерне шаккаса уçтарса инкек пирки ăнлантарнă. Унтан ытти кỹршĕсем те васкавлă пуçтарăннă. В.Морозов нумай шухăшласа тăман, тỹрех хваттер алăкне хирсе уçса кĕнĕ. Алăк умĕнче 14-ри хĕр ача Оля тăнсăр выртнă. Пỹлĕм тулли кăвак тĕтĕм палканă. Валерьян Вячеславович хĕр ачана йăтса тухса хăйсен хваттерне илсе кайнă. Çав çуртрах пурăнакан В.Шибаева хирург пĕрремĕш пулăшу пама çитсе те тăнă. Çак хушăра пушар тухма пуçланă подъездра пурăнакан çынсене пушар хуралĕн начальникĕ В.Ефремов йĕркеленипе хваттерсенчен кăларма пуçланă. Ку ĕçре унăн опычĕ те, пултарулăхĕ те çителĕклех пулни аван курăнчĕ. Васкавлă пулăшу тата пушар машинисем инкек пирки хыпарласан çийĕнчех çитни те пысăк пулăшу пулнă. Хĕр ачана вилĕмрен çăлса хăварнă, çулăма алхасма паман. Ирхине 6 сехет тĕлнелле пуçланнă шăв-шава ырă çынсем пулăшнипе часах лăплантарнă. Анчах та В.Платонов кил хуçин хуйăхĕ те, тăкакĕ те сахалах мар. Çавăнпа та кил çуртсенче, хваттерсенче юсав ĕçĕсем тунă чух е çĕнĕрен йĕркеленĕ вăхăтра та пушар тухасран сыхланса ĕçлемелле. Уйрăмах электричество линийĕсемпе асăрхануллă пулмалла. Инкек куçа курăнса килмест. Асăрхануллă пулнине нимĕн те çитмест.

А. НИКОЛАЕВА.



12 февраля 2005
00:00
Поделиться