Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Мухтавлă ĕçĕ манăçми

о Аслă Çĕнтерĕве - 60 çул

Мухтавлă ĕçĕ манăçми

Кивĕ Вăрмар çыннисем граждан тата Аслă Отечественнăй вăрçăсенче çĕр-шыв ирĕклĕхĕшĕн тата никама пăхăнманлăхшăн паттăррăн кĕрешнĕ. Вĕсемпе эпир чăннипех те мухтанатпăр, ĕмĕр-ĕмĕр асра тытатпăр.

Граждан вăрçине пирĕн ялтан 99 çын хутшăннă, вĕсенчен 22-шĕ каялла таврăнман. Аслă Отечественнăй вăрçа 300 çын ытла кайнă. Пурне те тăванĕсем, юратнă çыннисем вĕри куççульпе ăсатса янă. Çак 300 çынран 30-шĕ граждан вăрçине те хутшăннă пулнă. Хаяр вăрçăран 211 çын таврăнаймарĕ. Вăрçа ялти хăш-пĕр килтен 3-6-шарăн та тухса кайнă. Мĕн пур вăйпитти çынна пуçтарнă ирсĕр вăрçă. Чи çамрăккисем 1926-1927 çулсенче çуралнисем, ваттисем вара - 1896 çулта. Унтан таврăнсан, йывăр сурансене пула, чылайăшĕ вăхăтсăр çĕре кĕчĕ.

Хальхи вăхăтра иртнĕ пурнăçа кирек мĕнле хак парсан та аслă ăру çыннисем тумхахлă çул утса тухнине эпир лайăх пĕлетпĕр. Арçынсем фронта тухса кайсан çамрăк ачасемпе хĕрарăмсем, ватă арçынсем ялта тăрса юлчĕç. Колхозри пĕтĕм йывăрлăх вĕсем çине тиеннĕ. Çĕрне-кунне пĕлмесĕр ĕçленĕ вĕсем, çав вăхăтрах фронта та пулăшнă. Вăрçă пуçлансанах колхозниксем пуху ирттернĕ. Унта вĕсем мĕн çĕнтерỹ кунĕ пуличченех ĕçлесе илнĕ пĕр ĕç кунĕн укçине оборона фондне хывма йышăннă. Вăрçă пуçланнă çул, колхозниксем "Колхоз Чувашия" танк колонни тунă çĕре 4050 тенкĕ укçа пуçтарса ярса панă. Вăл шутран Н.Якимов колхоз председателĕ 600 тенкĕ, Я.Дмитриев бригадир - 700, ыттисем 300-шер тенкĕ. 1941-1942 çулсенче Совет Çарĕн воинĕсем валли кĕрĕк, çăм атă, çăм нуски, алсиш, çĕлĕк, ваткăллă шăлавар, фуфайкка тата ытти тум-тирсем ярса панă. Хуçалăхра ĕçлеме çăмăл пулман, нумай йывăр ĕçсене алă вăйĕпе тата лашасемпе тумалла пулнă. 1942 çулта çамрăк тата вăйлă лашасене те вăрçа илсе кайнă. Лашасем сахалланса юлнă пирки фермăри вăкăрсемпе вĕсем вырăнне усă курма пуçланă. Йывăр пулнă пурнăç фронтра та, тылра та. Чăтнă халăх, çĕнтерĕве çывхартнă. Ырми-канми ĕçленĕшĕн пирĕн ялти хĕрарăмсемпе хĕрачасене 93 çынна, 3 арçынна тата 30 çамрăка "Ĕçре палăрнăшăн" медальпе наградăланă. Вăрçă чарăннăранпа 60 çул çитет пулин те çав çулсенчи çынсен мухтавлă ĕçĕ ĕмĕр манăçми.

А. ФИНДЮКОВ,

ĕçпе вăрçă ветеранĕсен

канашĕн председателĕ.

Кивĕ Вăрмар ялĕ.



12 февраля 2005
00:00
Поделиться