Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Шанчăк пĕтмен

о Граждансемпе тĕл пулнă

Шанчăк пĕтмен

Ял хуçалăхĕнчи лару-тăру еплереххине пурте аван чухлатпăр. Ăна упраса хăвармалли тата аталантармалли майсем тупасси - тĕп тĕллевсенчен пĕри.

Тикаш ял администрацийĕн территорине кĕрекен Хĕрлĕçыр ялĕнчи граждансемпе район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ - ял хуçалăх управленийĕн начальникĕ В.Николаев, райадминистрацин социаллă хỹтлĕх управленийĕн начальникĕ В.Иванов, районти Пенси фончĕн уйрăмĕн тĕп специалисчĕ Г.Чернова тĕл пулнă. Чи малтанах Тикаш ял администрацийĕн пуçлăхĕ В.Черкасов 2004 çулта еплерех ĕçлесе пынипе тата малашлăх тĕллевсемпе паллаштарнă.

Хĕрлĕçырта 224 кил хуçалăхĕ, 441 çын пурăнать. Иртнĕ çул республикăн газификаци программипе килĕшỹллĕн çак ялта "кăвак çулăм" ырлăхĕпе усă курма пуçланă. Хальхи вăхăтра 38 килте монтаж ĕçĕсене пурнăçланă, вĕсенчен 19-шĕнче газ çунать.

Районăн социаллă-экономикăллă аталанăвĕпе кĕскен В.Николаев паллаштарчĕ тата промышленность, строительство, ял хуçалăх отраслĕсен ĕçĕсем пирки чарăнса тăчĕ.

Çăмăллăхсемпе çĕнĕлле тивĕçтересси çине куçнă май килсе тухнă ыйтусем пирки В.Иванов ял халăхне тĕплĕн ăнлантарчĕ. Ниçтах та питех тухса çỹреймен ялти пенсионерсем пурне те пĕлесшĕн пулчĕç. Вĕсен ыйтăвĕсем çине Г.Чернова тулли хуравсем пачĕ.

Хĕрлĕçыр ялĕ пысăках мар пулин те пурнăçĕ кĕрлесе кăна тăрать. Выльăх-чĕрлĕхне, хур-кăвакалне те усраççĕ. Çынсем хăйсенчен ытлашши сĕт-çуне те сутаççĕ. "Тегешево" агрофирма руководителĕ Н.Иванов ку енĕпе палăрнисене хавхалантарчĕ.

Çĕрпе эффективлă усă курмалли çинчен те нумай калаçрĕç пухăннисем.

Ĕçлес кăмăл, хастарлăх пысăк ял халăхĕн. Апла пулсан Хĕрлĕçыр ялĕн малашлăхĕ анлă. Пурнăç шайĕ ỹсессин шанчăкĕ пĕтмен-ха.

Н. ШИШКИНА.



12 февраля 2005
00:00
Поделиться