Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ял халăхĕ шанать

о Хуçалăхсенчи отчетпа суйлав пухăвĕсенчен

Ял халăхĕ шанать

Кашни ĕçĕн хăйĕн хисепĕ, шучĕ. Ял хуçалăхĕнче вара пурне те çулталăк иртсен пĕтĕмлетеççĕ, хăш хуçалăх еплерех аталанса пынине палăртаççĕ. Хуçалăх аталанăвĕ унăн "тилхепине" еплерех тытса пынинчен çав тери нумай килет. Шăхальсем ку енĕпе телейлĕ. Вĕсене хăйĕн ĕçне пĕлсе те юратса пурнăçлакан А.Ульянов ертсе пырать. Унăн ĕçне ял халăхĕ еплерех хаклани отчетпа суйлав пухăвĕнче лайăх палăрчĕ.

Пухăва чи малтан хуçалăхри сăнав совечĕн председателĕ С.Семенов уçрĕ. Вăл Шăхальсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтупа хуçалăх директорне А.Ульянова сăмах пачĕç. Вăл отчетлă тапхăрти ĕçсем пирки чарăнса тăчĕ. Хуçалăхри ĕçченсем тăрăшнипе отчетлă тапхăрти утăмсем сулмаклăрах пулнă. Çакна хăш-пĕр кăтартусем те аван палăртаççĕ. Акă тĕслĕхрен, 2004 çулта лизинг майĕпе икĕ МТЗ-82 трактор, "Енисей-1200" комбайн туяннă. Т-150 трактора та тĕпрен çак майпах юсанă. КПЭ-3,8 культиватора тата хурт-кăпшанкăсене хирĕç кĕрешме пулăшакан агрегата хуçалăх хăй вăйĕпе илме пултарнă.

Хуçалăхра 2113 гектарлă пусăра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем, çĕр улми, нумай çул ỹсекен курăк тата ытти те çитĕнтереççĕ. Кашни гектартан иртнĕ çул 24,2 центнер тĕш тырă туса илнĕ.

Мăйракаллă шултра выльăхсен шучĕ иртнĕ çулхипе танлаштарсан ỹснĕ. Вĕсем халĕ - 544 пуç, сăвакан ĕнесем - 150. Пĕр ĕне пуçне иртнĕ çул 2036 килограмм сĕт сунă. Çак ĕçсене кадрсем татса параççĕ. Вĕсем кунта çителĕклĕ. Хуçалăх пуçлăхне отчет тăрăх ял ĕçченĕсем нумай ыйтусем пачĕç. Вĕсене ытларах ялăн социаллă экономикăллă ыйтăвĕсем интереслентерчĕç. Анатолий Витальевич пурне те тивĕçлĕ хурав пачĕ. Хуçалăхăн производствăпа финанс отчетне пăхса тухрĕç. Унпа хуçалăхăн тĕп бухгалтерĕ Ю.Тапинова паллаштарчĕ.

Чи яваплă тапхăр хуçалăхăн директорне суйласси пулчĕ. Ял халăхĕ пурте пĕр саслă пулса А.Ульяновах хăварчĕ. Вăл кăçалхипе 6-мĕш хут суйланчĕ. Çакă ăна ял халăхĕ чăннипех те шаннине пĕлтерчĕ те.

Отчетпа суйлав пухăвне райадминистрацин ял хуçалăх управленийĕн тĕп специалист - зоотехникĕ О. Васильев хутшăннă.

В. ЧЕРНОВ,

пенсионер.

Шăхаль ялĕ.



12 февраля 2005
00:00
Поделиться