Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Юрă-ташăпа тыткăнланă

о Аслă Çĕнтерĕве - 60 çул

Юрă-ташăпа тыткăнланă

Районти Культура çуртĕнче Аслă Çĕнтерỹ 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Чăваш Ен чечекĕсем - черчен чечексем" районти фестивале поселокри шкул çулне çитмен "Березка", "Колосок", "Зоренька" ача-пăча сачĕсемпе ялсенчи вĕрентỹ учрежденийĕсем, ачасен районти искусство шкулĕпе Вăрмарти 1-мĕш вăтам шкул хутшăннă. Концертра "Чăваш Ен чечекĕсем" республика фестивалĕн лауреачĕ, "Перепелочка" фольклор фестивалĕн ачасемпе çамрăксен районти пултарулăх çурчĕн "Парне-сарне" фольклор ансамблĕ (руководителĕ Е.Сергеева) хăйсен пултарулăхне кăтартнă. Концерта пурĕ 178 ача хутшăннă. Халăх умне тухакансем куракансене вăрçă çулĕсенчи юрăсемпе, тĕрлĕ литературăллă композицисемпе, патриотла-героизмла тематикăллă сюитăсемпе савăнтарчĕç. Ачасем "Наша армия сильна", "Будем в армии служить", "Танк-герой", "Парнишка", "Березы", "Здравствуй, Родина моя", "Мама" тата ытти юрăсене калама çук илемлĕ шăрантарса куракана тыткăнларĕç. "Гусачок", "Матросский", "Колечко" ташăсене ташласа ăсталăхне кăтартрĕç. Жюри Энĕшпуç, Чупай, Кивĕ Вăрмар шкулĕсен, "Зоренька", "Колосок", "Березка" ача сачĕсен, ачасен районти искусство шкулĕн, районти Культура çурчĕн ташă ушкăнĕсен, ачасемпе çамрăксен районти пултарулăх çуртĕнчи фольклор коллективĕн, Вăрмарти 1-мĕш вăтам шкулăн ансамблĕсен тата Н.Евгеньева солисткăн пултарулăхне уйрăмах палăртрĕç.

Канаш хулинче иртнĕ "Чăваш Ен чечекĕсем" ачасен художествăлла творчествин зонăри смотр-конкурса пирĕн район ячĕпе Энĕшпуç шкулĕн художествăлла пултарулăх коллективĕпе (руководителĕ С.Муллина) районти искусство шкулĕн ташă ушкăнĕ (руководителĕ О.Бережецкая) хутшăннă.

Активлăхпа палăрнă коллективсене райадминистрацин вĕрентỹ пайĕн грамотисене парса чысланă.

Л. НИКОЛАЕВА,

ачасемпе çамрăксен районти

пултарулăх çурчĕн директорĕ



12 февраля 2005
00:00
Поделиться