Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Юратăр, телейлĕ пулăр

о Çветтуй Валентин кунĕ

Юратăр, телейлĕ пулăр

Кашни çулах февралĕн 14-мĕшĕнче Раççейре Çветтуй Валентин кунне паллă тăваççĕ. Çак уяв юратма пĕлекенсен тата юратăва кĕтекенсен, ĕмĕтленекенсен праçникĕ пулса тăрать. Çветтуй Валентин кунĕнче пĕр-пĕрне юратакансем тата килĕштерекенсем, пĕр-пĕриншĕн çывăх çынсем чĕрисенчи юратăва уçса парса пĕр-пĕрин патне саламлă çырусем, открыткăсем, "валентинкăсем" яраççĕ. Çак уява шкулта вĕренекенсем, студентсем, мĕн пур çамрăксем пысăк хаваспа чăтăмсăррăн кĕтсе илеççĕ.

Мĕнле пуçарăнса кайнă-ха ку уяв? Çак кун пуçланса кайнине паян тĕрлĕрен каласа ăнлантараççĕ. Историйĕ унăн вара çапла: Çветтуй Валентин çĕр çинче чăннипех пурăннă, вăл епископ пулнă. Рим императорĕ, иккĕмĕш Клавди хăйĕн салтакĕсене юратма тата мăшăрланма чарса лартнă. Çапла вĕсем лайăхрах çапăçма пултарĕç тесе шутланă. Анчах юратакан икĕ чĕрене ку чăрмав кансĕрлеме пултарайман. Валентин епископ юратакан икĕ "кăвакарчăна" вăрттăн венчет тунă. Анчах та ку сăваплă вăрттăнлăх нумая пырайман, вĕсене йĕрлесе тупса февралĕн 14-мĕшĕнче Валентина асаплантарса вĕлернĕ. Пĕр кун маларах хăйне вĕлерессине сиссе вăл юратнă чун савнийĕ патне ăна мĕнле вĕри туйăмсемпе юратнине çырнă, юлашкинчен сыв пуллашса, "Санăн Валентину" тесе алă пуснă. Çакăн хыççăн пур юратакансем те Çветтуй Валентина юратакансене хỹтĕлекенĕ пек йышăнма пуçланă, çак уява та Çветтуй Валентин кунĕ тесе палăртнă.

Кашни çыннăн чĕринче кам та пулин, е мĕн те пулин патне юрату пурах. Эпир пурте савнă çынна, аттепе аннене, тăван ачасене, ĕçе, тăван тавралăха, илемлĕ юрă-кĕвĕне тата ыттине те кăмăлласа юрататпăр. Юрату пулсан, этемре çынлăх, чĕрĕлĕх пур. Çак туйăм пире пурне те пурнăçри сăкăлтăксемпе чăрмавсене çĕнтерсе малалла пурăнма вăй-хал парать, чунра канлĕх, ăшă туйăмĕсем çуратать. Çавăнпа та çулталăкра пĕрре килекен юратакансен уявĕнче чунăрсене уçса пĕр-пĕрне ырă, илемлĕ, чунтан тухакан чи çепĕç сăмахсем каласа савăнтарăр, вĕсен чун-кăмăлĕнче шанчăк çуратса Турă панă кашни кунпа киленсе пурăнма вăй-хăват парăр.

В. ГУРЬЕВА.



12 февраля 2005
00:00
Поделиться