Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Чун-чĕресенче - илемлĕх патне ăнтăлни

о Парксен тата садсен çулталăкĕ

Чун-чĕресенче - илемлĕх патне ăнтăлни

Тĕнчери канăçсăр пурнăçран ывăнса этем тахçан хăй ĕлĕк-авал тухнă çут çанталăк тĕнчинех таврăнма тăрăшать. Çĕр-аннепе тăп-тăрă шыв, ем-ешĕл курăкпа симĕс тумпа пĕркеннĕ йывăç-тĕмсем, тĕрлĕ тĕссемпе ялкăшса "çунакан" чечексем, тап-таса сенкер тỹпе, сарă хĕвел... Вĕсемпе пĕрле пуçласа никĕс илнĕ этем те сут çанталăкăн уйрăлми пайĕ пулса тăрать. Анчах ĕмĕр-ĕмĕрĕпе никĕсленсе вăй илнĕ тăван тавралăхри тирпей-илеме сыхласа хăварма пĕлейретпĕр-ши, пархатарлă ĕçе малалла тăсма пултарайратпăр-ши?

Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров иртнĕ çул республика хулисемпе ялĕсене тирпей-илем кĕртес, вĕсен социаллă пурнăçĕпе экономикăн комплекслă аталанăвне тивĕçтерес, хуласемпе поселоксен, ялсен сăн-сăпатне, вĕсен экологи, эстетика тата культура лару-тăрăвне лайăхлатас тĕллевпе çитес 2005 çула "Парксен тата садсен çулталăкĕ çинчен" Указа алă пусса çирĕплетнĕ. Акă халĕ, Указпа килĕшỹллĕн, Парксемпе садсен çулталăкне те кĕтĕмĕр. Апла пулсан пире пурне те кăçал пысăк пĕлтерĕшлĕ, пархатарлă ĕçсем кĕтеççĕ. Тăван поселокра, çумри ялсенче тирпей-илем кĕртни хăтлăх, илемлĕх кỹрет. Ахальтен мар та ĕнтĕ Достоевский "илемлĕх тĕнчене çăлать" тесе палăртнă. Çапла, пирĕн йĕри-тавра чечекленекен тăван тавралăх сарăлса выртсан, пире кашнинех пурăнма кăмăллă тата хăтлă пулĕ, кашнин ĕçлес хастарлăхĕ, кăмăл-туйăмĕ те ỹсĕ.

Апла-тăк, пурте ку пархатарлă юхăма хутшăнса ырă ĕçе малалла тăсар. Республика пуçлăхĕ илемлĕхе упраса хăварма тата хушса пыма йышăнса çирĕплетнĕ Указа пурнăçа кĕртессишĕн çанă тавăрса ĕçлер.

Çак тĕллевпех районти тĕп библиотекăра вулавăш ĕçченĕсем Парксемпе садсен çулталăкне ятарласа халалланă "Волшебство садов и парков за рубежом и в родном Отечестве" выставка уçнă. "Русские сады и парки", "2005 год в Чувашии - год садов и парков", "Заповедники и национальные парки мира", "Лучшие парки и сады мира" - çак пайсенчен йĕркеленĕ выставкăна кĕнекесемпе журналсем, хаçатсем, сăнỹкерчĕксем тăратнă. Кунта кашнин валлиех пĕлỹ шайне анлăлатмалли, çирĕплетмелли пурах. Акă, тĕслĕхрен, тĕнчери чи лайăх парксемпе садсен йышне Раççейри "Летний сад" тата "Петродворец", Великобританири "Гайд-парк", "Эден", Францири "Диснейленд", "Версаль", Германири "Сан-Суси" тата Японири "Сайходзи" кĕреççĕ.

Хальхи вăхăтра пирĕн ку енĕпе ытти çĕр-шывсенчен те тĕслĕх илмелли нумай-ха. Анчах çав-çавах унти идеалсем патне çитме тăрăшăпăрах. Чăваш Енре те, хамăр районта та чечекленекен, куçа йăмăхтарса савăнтаракан парксемпе садсем ешерĕç-ха, мĕншĕн тесен тăван тавралăхри паянхи тирпей-илем хăйĕн чăн пуçламăшне çын чун-чĕринчен илнĕ, çак ăнтăлу вара малаллах аталанассине шанатăп.

В. ГУРЬЕВА.



16 февраля 2005
00:00
Поделиться