Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Хыçа юлнă çулсен аса илĕвĕ

о Аслă Çĕнтерĕве - 60 çул

Хыçа юлнă çулсен аса илĕвĕ

"Çав çулсен çухалмĕ чапĕ" теççĕ халăхра. Нимĕç фашисчĕсене çапса аркатнăранпа 60 çул çитет. Çĕнтерĕвĕн кашни çулĕ историне чаплăн кĕрсе юлнă. Çĕнтерỹçĕсемпе эпир мухтанатпăр. Вилнисене пуç таятпăр.

Район администрацийĕнче Аслă Çĕнтерỹ 60 çул тултарнине халалласа Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсемпе, тыл ĕçченĕсемпе тĕл пулу йĕркеленĕ. Унта райадминистраци пуçлăхĕ А.Егоров, ял тата поселок администрацийĕсен пуçлăхĕсем, район администрацийĕн управленийĕсемпе пайĕсен начальникĕсем, предприятисемпе организацисен пуçлăхĕсем, районти тата ялсенчи ветерансен совечĕсен председателĕсем хутшăннă.

Тĕл пулăва район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Егоров уçрĕ, вăлах ертсе пычĕ.

"Аслă Отечественнăй вăрçа пирĕн районтан пурĕ 6500 çын тухса кайнă. Вĕсенчен 2233-шĕ вăрçă хирĕсенче пуçĕсене хунă, 250 çын йывăр суранланнипе, 200 çын тĕрлĕ чирсене пула вилнĕ. Килĕсене 3689 çын таврăнайман", - пĕлтерчĕ Анатолий Иванович. Кĕскен районăн социаллă-экономикăллă аталанăвĕ çинче чарăнса тăчĕ.

Район администрацийĕн социаллă хỹтлĕх управленийĕн начальникĕ В.Иванов çăмăллăхсене укçа çине куçарнипе çыхăннă хăш-пĕр улшăнусем çинчен каласа пачĕ.

Вăрмарти автотранспорт предприятийĕн директорĕ В.Васильев çăмăллăхсемпе усă куракансене автотранспортпа тỹлевсĕр илсе çỹренĕ çĕрте пулакан хăш-пĕр чăрмавсем пирки чарăнса тăчĕ. Ку енĕпе ветерансен тĕрлĕ ыйтусем пулчĕç.

Район больницин тĕп врачĕ В.Ванюков çăмăллăхсемпе усă куракансене эмелсемпе тивĕçтерессин йĕркине ăнлантарчĕ.

Çавăн пекех тĕл пулура районти топсбыт директорĕ Н.Дмитриева, "Раççей Федерацийĕн пенси фончĕн Вăрмарти управленийĕ" патшалăх учрежденийĕн начальникĕ Г.Усков, "Вăрмаргаз" филиал директорĕ А.Васильев, çыхăнăвăн Вăрмарти линипе техника цехĕн начальникĕ В.Семенов тухса калаçрĕç, ыйтусем çине тулли хуравсем пама тăрăшрĕç.

Унтан ветерансем Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкула кайса Чăваш телевиденийĕн журналисчĕсемпе тĕл пулчĕç. Вĕсем пирĕн районти ветерансен хальхи пурнăçĕпе, иртнĕ кун-çулĕпе интересленчĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Егоров тата районти çар ĕç комиссарĕн заместителĕ С.Алексеев 24 ветерана "1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçăри Çĕнтерĕвĕн 60 çулĕ" юбилей медалĕсене парса чысларĕç.

Хисеплĕ ветерансене Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкулти ачасем тата "Салам" ансамбль илемлĕ юрăсемпе, ташăсемпе савăнтарчĕç.

Н. ШИШКИНА.



16 февраля 2005
00:00
Поделиться