Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Милицие - хăюллă, шанчăклă кадрсем

о Вĕренỹ

Милицие - хăюллă, шанчăклă кадрсем

Шкул вĕренсе тухакан умне малалла пĕлỹ ăçта пухасси ыйту тухса тăрать. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыракан çамрăк хăйне валли тĕрĕс çул палăртса пурнăçри вырăна тупатех. Çавăнпа сывлăхлă, тĕреклĕ ỹссе çитĕнес тесен кашни ачанах мĕн пĕчĕкрен физкультурăпа тата спортпа туслă пулмалла. Ахальтен мар та ĕнтĕ Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче "Чăваш Ен - сывă регион" юхăм туса хурасси çинчен Указ кăларни пирки палăртнă. Çын ăс-хакăл енчен аталантăр, унăн пурнăç шайĕ çĕнелсе лайăхлантăр тесе тăрăшать республика Президенчĕ. Кашни çын сывлăхне сыхлас тата çирĕплетес, сиенлĕ хăнăхусенчен ютшăнтарас енĕпе ăнлантаракан ятарлă программăсем хатĕрлеме палăртнă. Хальхи вăхăтра çул çитмен ачасем хушшинче алкоголизмпа наркомани чирĕсем сарăлассинчен сыхланса тăмалла. Çамрăксем хушшинче уйрăмах преступлени тăвасси çултан-çул ỹссе пырать. Çавăнпа та вĕсене тимлĕх уйăрасси - вĕрентекенсемпе, ашшĕ-амăшĕсемпе пĕрлех пирĕн пирвайхи тивĕç. Халăх пурăнакан вырăнсенче лăпкă та канлĕ пултăр, çынсем урамсенче кирек хăш вăхăтра та çỹреме ан шикленччĕр, вăрă-хурахсем кил-çуртсене кĕрсе ан çаратчăр, тапăнса сиен кỹрекенсем ан пулччăр тесе тата тĕрлĕ енлĕ тăрăшаççĕ районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем. Канăçсăр, хăрушă, çав вăхăтрах хисеплĕ те пирĕн професси.

Районти шалти ĕçсен пайĕ сывă, вăтам пĕлỹ илнĕ çамрăк каччăсене Раççей Шалти ĕçсен министерствин вĕренỹ заведенийĕсене - çар училищисене -вĕренме ярать. Кунта вĕренекенсене тỹлевсĕр апат çитереççĕ, тумтирпе, пурăнмалли вырăнпа тивĕçтереççĕ. Вĕренỹ заведенийĕсене ăнăçлă вĕренсе тухса диплом илсен, республикăри шалти ĕçсен пайĕсене службăна яраççĕ. Çавăн пекех ĕçленĕ вăхăтрах заочно майпа та вĕренме пулать. Эпир çар ретĕнче пулнă 35 çула çитмен арçынсене хамăр патĕнче кĕтетпĕр.

Вĕренме кайма кăмăл тăвакансене интереслентерекен ыйтусемпе районти шалти ĕçсен пайĕнчи кадрсемпе ĕçлекен уйрăма пымалла. Милици çирĕп те ăста кадрсене кĕтет.

Н. ЯКОВЛЕВ,

районти ШĔП

начальникĕн пулăшаканĕ.



16 февраля 2005
00:00
Поделиться