Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

ПЫСĂКРАХ ĔМĔТСЕМПЕ

о Ялсен социаллă аталанăвĕ

ПЫСĂКРАХ ĔМĔТСЕМПЕ

Сисмерĕмĕр те 2005 çулăн иккĕмĕш уйăхĕ вĕçленсе пырать. Мĕнле çăмăллăхсем, мĕнле улшăнусем илсе килет-ши çĕнĕ çулталăк?

Кăçал хăй тытăмлăх çинчен калакан федераллă саккунсемпе килĕшỹллĕн ял пурнăçĕнче пысăк улшăнусем пулса иртмелле. Çакна тĕпе хурса иртнĕ çул чылай ĕçсем туса ирттертĕмĕр.

Райадминистраци пуçлăхĕн А.Егоровăн вырăнти пулăшаканĕсем пулнă май, Чăваш Республикин Президенчĕн Н.Федоровăн Указĕсемпе килĕшỹллĕн мĕн пур ĕçлĕ хутсене пурнăçа кĕртме васкатпăр. 2005 çул пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсен çулталăкĕ пулни республика пуçлăхĕ нумай программăна пурнăçламалли пирки каланинчен паллă. Ялта пурăнакансене ĕçмелли паха шывпа тивĕçтересси, çурт-йĕр строительствин калăпăшне ỹстересси, газ кĕртесси, общество инфраструктурине малалла аталантарасси. Çакăнпа пĕрлех çынсен пурнăç шайне ỹстересси çине Президент пысăк тимлĕх уйăрать. Çакна тĕпе хурса, ял çыннин пурнăçне çăмăллатас тĕллевпе, патшалăх пулăшăвĕпе усă курса ĕçлеме тăрăшатпăр. Хальхи вăхăтра ял çыннисене канăçсăрлантаракан чылай ыйтусене ытларах вырăнти администраци татса пама тăрăшать.

Общество инфраструктурине малалла аталантарас ыйтăва хускатса чи малтанах иртнĕ çулхи май уйăхĕнче ялта тĕслĕх библиотека уçăлнине палăртмалла. Маларах хупăнса ларнă ача-пăча садне чун кĕртес тесе районти культура ĕçченĕсем нумай тăрăшрĕç. Халĕ вара çак çуртрах тĕслĕх библиотека вырнаçни ял халăхĕшĕн питĕ меллĕ пулчĕ. Кунта халĕ çамрăксемпе вулакансем яланах йышлă. Н.Запольская библиотекарь кашни килен-каян ыйтăвне тивĕçтерсе кирлĕ кĕнеке е хаçат-журнал тупса парать, хăйĕн ĕçне юратнипе чунне парса тăрăшать.

Çавăнтах райадминистрацин физкультурăпа спорт тата çамрăксемпе ĕçлекен пай начальникĕпе А.Бойковпа И.Степанова специалист çамрăксене пĕрлештерсе тăракан центр тăвас тесе ĕçлеççĕ. Вĕсем йĕркелесе пынипех Кивĕ Вăрмар çамрăкĕсем район тата республика шайĕнче ирттерекен спорт вăййисене хутшăнса яланах малти вырăнсене йышăнаççĕ. Уйрăмах В.Степанов, Г.Романов, В.Федоров, А.Михайлов лайăх кăтартусемпе палăраççĕ.

Аслă пĕлỹ илнĕ, ĕçе çĕнĕлле ăнланса йĕркелеме тăрăшать çамрăк специалист Л.Федорова та, компьютер техникине çийĕнчех алла илсе усă курма пĕлет.

Нумай çивĕч, кăткăс ыйтусене татса парса райадминистраци пайĕсен пуçлăхĕсем В.Николаев, В.Муллин, П.Петров, Н.Иванова лартнă тĕллевсене пурнăçламашкăн пулăшса пыраççĕ.

Ял пурнăçне çĕнетсе улăштарас ĕçре ял халăхĕ те тăрăшулăх кăтартать. Уйрăмах шкулпа, ял администрацийĕпе тачă çыхăну тытса ĕçлекен Г.Иванов, С.Харитонов, В.Васильев, В.Алексеев, Ю.Войков, В.Яковлев, Ю.Никифоров хăйсен тỹпине хываççĕ.

Пирĕн пенсионерсем те, тĕслĕхрен, М.Еньков, В.Алексеев, Т.Федоров, П.Семенов, Н.Филиппов тата ыттисем те, ялăн пуласлăхĕпе, малашлăхĕпе интересленеççĕ, вăй-хал çитнĕ таран пулăшма тăрăшаççĕ. Çапла вара хамăр тăрăшсан, пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлесен ял пурнăçĕнче нумай улшăнусем тума пултарассине чунтан шанатăп. Пĕрлĕхлĕ ĕçлесен темĕнле йывăрлăха та çĕнсе малалла çĕнĕ вăйпа, çĕнĕ ĕмĕтсемпе пурăнма пулать.

Г. ЭВЕРСКОВ,

Кивĕ Вăрмар

ял администрацийĕн пуçлăхĕ.



16 февраля 2005
00:00
Поделиться