Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Раççей конкурсĕн лауреачĕ

о Санăн çыннусем, район

Раççей конкурсĕн лауреачĕ

Вăрмар поселокĕнчи Владислав Андреев пĕрремĕш вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн пĕр вăхăт Вăрмарти сĕтел-пукан фабрикинче вăй хурать. ДОСААФ автошкулĕнчен вĕренсе тухать. Часах Совет Çарне службăна кайма черет çитет. Чăваш каччи командирсемпе начальниксен приказĕсене тỹрĕ кăмăлпа пурнăçласа пырать. Çав вăхăтрах пĕлĕве малалла ỹстерес шухăш унăн пуçĕнчен тухма пĕлмест. Служба срокне татса таврăнсан Чулхулари политехника институтне вĕренме кĕрет, автомобиль факультетне пĕтерет. Алăра - диплом. Халĕ ĕнтĕ институтра илнĕ пĕлỹпе практикăра усă курмалла. Пултаруллă çамрăк "Чувашавтотранс" РГУПăн Çĕнĕ Шупашкарти филиалĕнче ĕçлеме тытăнать. Тĕп инженерта вăй хунă май хăйĕн мĕн пур пĕлĕвне, тăрăшулăхне парать, ĕçпе çирĕплетет. Ахальтен мар ĕнтĕ пирĕн янташ Пĕтĕм Раççейре ирттернĕ конкурс итогĕсем тăрăх пĕлтĕр "2003 çулталăк инженерĕ" ята тивĕçнĕ, конкурс лауреачĕ пулса тăнă. Владислав Георгиевич Андреева Мускаври Раççей инженерĕсен Мухтав залĕнче Диплом тата асăну медалĕ парса чысланă.

Ывăлĕн çитĕнĕвĕсенче ашшĕ-амăшĕн - Георгий Андреевичпа Зоя Петровнан тỹпи пысăк. Вĕсем ăна çамрăклах ĕçе юратма, çирĕп пĕлỹ илессишĕн ăнтăлма воспитани парса ỹстернĕ. Иккĕшĕ те сĕтел-пукан фабрикинче 30-шар çул ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă, "Ĕç ветеранĕ" медальсем илнĕ. Вăрмар поселокĕнче тата Çĕнĕ Кавалта пурăнакансем вĕсене лайăх пĕлеççĕ, ырăпа кăна аса илеççĕ.

Аслашшĕ - Андрей Павлович Павлов Аслă Отечественнăй вăрçăра тăшмана хирĕç хăюллăн çапăçнă. 1942 çулта ăна çапăçура хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн "Хăюлăхшăн" медальпе наградăланă. Вăл çыхăну ротин отделени командирĕ пулнă. 1943 çулхи февралĕн 16-мĕшĕнче Сталинградшăн пынă çапăçусенче йывăр аманать, Саратоври госпитальтен сывалса тухать. Ун хыççăн мирлĕ ĕçе пуçăнать. Йывăр сурансем аптăратнипе чирлесе çĕре кĕрет.

А. ИЛЬИН.



16 февраля 2005
00:00
Поделиться