Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Кил ăшши, çемье илемĕ

о Канашлу

Кил ăшши, çемье илемĕ

Хĕрарăмра вăйлă çăл куç пек тапса тăракан вăй-хăват. Вăл амăшĕ кăна мар - вĕрентекен те, воспитатель те, çав вăхăтрах вăйлă психолог.

Çакăн пек хĕрарăмсем пуçтарăннă та ĕнтĕ район администрацийĕнчи ларусен залĕнче иртнĕ хĕрарăмсен районти совечĕн канашлăвне.

Хĕрарăмсен районти совечĕн председателĕ Г.Петрова хĕрарăмăн кун-çулĕ, пултарулăхĕ пирки чарăнса тăчĕ. Вăл каланинче кун пек çынсем пирĕн районта нумаййи палăрчĕ. "Мĕн ĕлĕкрен суту-илỹ енĕпе ĕçлекен купсасем арçынсем пулнă. Халĕ вара ку ĕçе хĕрарăмсем те тытса пыма пултараççĕ. Ĕçчен хĕрарăмсем хăйсен ачисене те ĕçе хăнăхтарса ỹстереççĕ, аслă пĕлỹ илме те пулăшаççĕ. Акă, камсенчен тĕслĕх илмелле. Авăнаççĕ пулсан та шарт ! хуçăлса ỹкмеççĕ вĕсем", - терĕ Галина Леонидовна.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Егоров районти пултаруллă хĕрарăмсем пирки ырă сăмахсем каласа вырăнти социаллă-экономикăллă лару-тăрупа паллаштарчĕ. "Иртнĕ çул районта ЧР Президенчĕн Н.Федоровăн Указĕпе килĕшỹллĕн килсене газ кĕртессине вĕçлессипе нумай ĕçлерĕмĕр. "Кăвак çулăм" киле кĕни хĕрарăмăн ĕçне нумай çăмăллатрĕ. Апат пĕçересси, вут хутасси, халичченхипе танлаштарсан, ансатраххи каламасăрах паллă. Кăçал кашни киле ĕçмелли шывпа тивĕçтерме тăрăшатпăр. Пирĕн тĕллев - район çыннисене хăтлă пурнăç туса парасси. "Парксемпе садсен çулталăкĕ" тесе пĕлтерни те пурăнакан вырăна тирпей-илем кĕртме пулăшать. Илемлĕхре пурăнни сывлăхшăн та усăллă. Сывлăх пулсан, пурте пулать", - терĕ Анатолий Иванович.

Пуçтарăннисене "Ветерансем çинчен" федераллă саккун мĕнле пурнăçланса пыни пирки те пĕлме интереслĕ пулчĕ. Çăмăллăхсемпе кам мĕнле усă курма пултарни çинчен райадминистрацин социаллă хỹтлĕх управленийĕн начальникĕ В.Иванов ăнлантарчĕ.

Хĕрарăм-предпринимательсем Р.Хованскаяпа В.Енькова хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç. Конкуренци вăйланса пынă тапхăрта вĕсен ĕçĕ пĕрре те çăмăл марри палăрчĕ.Çавăн пекех 2003 çулта "Çулталăк хĕрарăмĕ" ята тивĕçнĕ фермер ЊхресченЌ хуçалăх пуçлăхĕ Л.Егорова 2004 çулта республикăра лайăххисен шутне кĕме пултарса свидетельство илни çинчен каларĕ. Ытларах халăх хушшинче пулмаллине палăртрĕ.

"Пурте лайăх теме çук. Районта çул çитмен ачасем йывăрлăха кĕрсе ỹкни те сахалах мар. Вĕсен хушшинче хăшĕсем преступлени çулĕ çине тăма та ĕлкĕрнĕ. Çак пăтăрмаха, калама çук йывăр тиеве, чи малтанах çемьен татса памалла - унтан общество. Пурте пĕрле çине тăрсан кăна сывă та тĕреклĕ ачасем çитĕнме пултараççĕ. Вĕсен нуши - пирĕн хуйхă. Харпăр хăй яваплăхне туйманни, намăсланма пĕлменни питĕ нумай ура хурать. Малашне çĕр çине мĕнлерех ăру юлассине шухăшламасан пире темле çирĕп саккун та пулăшас çук", - тесе палăртрĕ хăйĕн шухăшне райадминистрацин çул çитмен ачасемпе вĕсен прависене хỹтĕлес енĕпе ĕçлекен комисси председателĕ Л.Голубева.

Унтан канашлăва хутшăннисем район центрĕ еплерех çĕнелсе улшăннипе паллашас кăмăлпа предпринимательсен, райпон çĕнĕрен юсаса тирпейленĕ "Кулинария", "Гастроном" лавккасене, ветеринари тата çынсем валли эмел сутакан аптекăсене, "Ромашка" йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен çурта, райпо кантурĕнчи фойере хĕрарăмсем валли çăкăрпа булка, тĕрлĕ кондитер изделийĕсенчен ятарласа хатĕрленĕ выставкăна çитсе курчĕç, хăйсене килĕшекен продуктсене туянма пултарчĕç. Райпо совечĕн председателĕ К.Никитин кил хуçи хĕрарăмĕсен ĕçне çăмăллатас енĕпе мĕнле ĕçленипе паллаштарчĕ. Тĕл пулу çав тери интереслĕ иртрĕ, пурте кăмăллă пулчĕç. Малашлăх плансене çирĕплетрĕç. Ĕçчен те хастар хĕрарăмсене май килнĕ таран хавхалантарма палăртрĕç.

А. НИКОЛАЕВА.



19 февраля 2005
00:00
Поделиться