Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Концерт ăнăçлă иртрĕ

о Смотр-отчетсем

Концерт ăнăçлă иртрĕ

"Аслă Çĕнтерĕвĕн салючĕ" фестиваль-смотр пирĕн районта та малаллах пырать. Акă, Кĕлкеш ялĕн культура çуртне халăх йышлăн пухăнчĕ. Кунти художествăлла пултарулăх коллективĕ хăйĕн концертне кăтартрĕ.

Учительсемпе пĕрлех ял çамрăкĕсем те йышлăн хутшăнчĕç смотр-отчета. Вĕсем пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ, туслă çыхăну тытаççĕ. Юрă-ташăпа пурне те савăнтарчĕç. Вырăнти артистсен концерчĕн кашни номерне халăх тăвăллăн алă çупса кĕтсе илнинчен те палăрчĕ. Культура çурчĕн директорĕпе В.Кузьминпа Ю.Семенова библиотекарь фестивале хатĕрленес ĕçре уйрăмах тăрăшулăх кăтартрĕç. Хорпа, ушкăнпа, пĕчченшерĕн юрлакансем, ташăсем, сценка лартакансем, сăвă вулакансем йышлăн хутшăнчĕç. Программа тĕрлĕ жанрлă пулни концерт пахалăхне ỹстерчĕ. Жюри хор юрланисене, С. Корниловапа Н.Артемьев пĕрле юрăсем шăрантарнине, А.Карпов чуна тивмелле юррипе савăнтарнине, И.Константинова юрлани-ташланине, В.Кузьмин "Салтак юрри" сăвва чуна тивмелле вуланине уйрăмах пысăк хак пачĕ, концертăн ытти номерĕсене те лайăх енĕпе хакларĕ.

З.Жандарова тата М.Мартынова баян çинче лайăх выляса юрлакансене хавхалантарса пычĕç. Концерт ăнăçлă иртрĕ. Кĕлкеше килсе кайма Çитмĕш, Тупах, Анаткас ял ĕçченĕсене вăтам шкул директорĕ Ю.Данилов ятарласа автобус уйăрса пачĕ, уншăн концерт куракансем питĕ савăнчĕç. Пултаруллă артистсем çак концертпа кỹршĕ ялсене кайса çỹреме кăмăл турĕç. Вĕсене творчествăра малашне те ăнăçу сунар.

Н. ИВАНОВ,

чăваш халăх академикĕ.



19 февраля 2005
00:00
Поделиться