Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Аттемĕр асăмăртах

о Аслă Çĕнтерĕве - 60 çул

Аттемĕр асăмăртах

Вăрçă вăл ытла та ир килнĕ: телейсĕр ачалăх, çити-çитми пурнăç, вăхăтсăр вилĕм, тăлăх юлнă арăмсем, савнийĕсене кĕтсе илеймен çамрăк хĕр упраç, аманса сусăрланса пĕтнĕ арçынсем, уксах-чăлах, выçлăх, пурнăçланайман тата сỹннĕ ĕмĕтсем.

Аттерен юлнă хутсене тата пĕртен-пĕр сăн ỹкерчĕке пăхатăп та иртнĕ çулсен ахрăмĕ куç умне тухса тăнăн туйăнать.

Вăрçă пуçланнă çул пирĕн атте - Михаил Григорьевич Лыжев - Вăтакасра "Путь Ленина" ятлă колхозра ĕçлетчĕ. Эпĕ ун чухне çиччĕри ача, йăмăкпа шăллăм тата ялти ытти ача-пăча фронта тухса каякан çамрăксене алă сулса ăсататтăмăр. Вĕсем, çитĕнсе пĕве кĕрейнĕ кăна-ха, хурлăхлă салтак юррисене юрла-юрла, тĕрленĕ тутăрсене, пит шăллисене вĕлкĕштере-вĕлкĕштере ялпа, ял-йышпа, тус-тăванĕсемпе сыв пуллашатчĕç. Чи малтанах çамрăксене илсе кайрĕç. Атте, 1910 çулта çуралнăскер, çаплах колхозра ĕçлерĕ-ха. Ялта ватăсемпе хĕрарăмсем, ача-пăча кăна тăрса юлчĕç. Нимĕç фашисчĕсем Мускав патнех çитнĕрен ялсем тавра окопсем, траншейăсем, дзотсем чавма пуçларĕç. Пирĕн килтен те хĕллехи сивĕ кунсенче алла лум е кĕреçе тытса çĕр чавма каятчĕç.

Вăрçă шавĕ пирĕн киле те çитрĕ: Ленинград патĕнчен куçса килнĕ çемье ЊэвакуаципеЌ хваттере вырнаçрĕ. Вĕсем те колхозра ĕçлетчĕç.

1942 çулта март уйăхĕнче аттене повестка пачĕç, вăрçа илсе кайрĕç. Эпир вăрçă ачисем пулса тăтăмăр. Сакăр çултах ытти ачасемпе пĕрле хуçалăх ĕçне тухаттăмăр: çум çумланă, утă пухнă, çурлапа тырă вырнă, пучах пуçтарнă. Шкулта вĕреннĕ вăхăтрах пушă чухне салтаксем валли ăшă тум-алсиш-перчетке пухаттăмăр. Ун чухне радио пулман. Фронтри хыпарсене хаçат урлă пĕлеттĕмĕр. Петĕр Хусанкайăн "Таня" ятлă поэмине хĕрарăмсем пĕрле пухăнса куççулĕсене шăла-шăла вуланине лайăх астăватăп.

1942 çулта аттене йывăр амантнă пулнă, вăл темиçе уйăх хушши госпитальте сипленнĕ. Пĕтĕмпех сывалса çитмешкĕн ăна яла янă. Атте киле çитни асăмра питĕ лайăх ỹкерĕнсе юлнă: сылтăм аллине хул пуççи таранах бинтпа çыхнă, начарланса, ырханланса пĕтнĕ. Суранĕ йывăрах-мĕн, çурăлакан пуля хул пуççине йăлтах ватса-çĕмĕрсе пĕтерет. Юн сăрхăнса тăни те палăратчĕ. Атте суранне çыхтарма Вăрмара çуран çỹретчĕ. Колхозра хуралта ĕçлетчĕ.

1943 çулта кĕркунне аттене иккĕмĕш хут вăрçа ăсатрăмăр. Пирĕншĕн каллех хурлăхлă кунсем пуçланчĕç. Анне куллен колхоза ĕçе тухатчĕ. Эпир шкула çỹреттĕмĕр. Ял çыннисем çур акине епле хатĕрленни халĕ те куç умĕнче: 10 çухрăмра вырнаçнă элеватортан михсемпе вăрлăх йăтатчĕç. Йĕпе-сапа, çулĕ сĕлкĕшлĕ. Лашасем çуккипе пĕтĕм ĕçе алă вăйĕпе тăватчĕç хĕрарăмсемпе çитĕнсе çитнĕ яшсем. Йывăр ĕçпе касăлни, сивĕпе шăнса пăсăлни аннене нумай пурăнма памарĕ, вăл 54 çултах çĕре кĕчĕ. Çапах та мĕн виличченех атте пирки хыпар кĕтрĕ, çук - кĕтсе илеймерĕ.

Атте иккĕмĕш хут вăрçа кайнă чух çул çинчен çыру янă пулнă-мĕн. Кайран вара пĕр хыпар та çук унран, вăл госпитальте сывални çинчен панă хутсем тата пĕр сăн ỹкерчĕк çеç юлнă. Атте 1944 çулта ноябрь уйăхĕнче хыпарсăр çухалнă иккен. Эпир, вăрçă ачисем, атте-аннесенчен те аслăрах пулса тăтăмăр.

Кашни çулах Шупашкартан тăван яла пырса çитетĕп. Укăлча хапхи патĕнче аттепе атте çулĕнчисем салтак юрри юрлаççĕ пек, тĕрленĕ тутрисемпе пит шăллисене сулла-сулла мăшăрĕсемпе, ачисемпе сыв пуллашаççĕ пек.

П. ЛЫЖЕВ.

Шупашкар-Вăтакас.

/П. Лыжев каласа панине В.Цыфаркин йĕркелесе çырнă/.



25 февраля 2005
00:00
Поделиться