Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пуç усмасăр

о Президент Çырăвĕпе паллашнă хыççăн

Пуç усмасăр

Çырура Чăваш Республикин иртнĕ çулхи аталанăвне пур енлĕн тишкерсе хакланă. 2005 çул тата çитес çулсем валли çĕнĕ те анлă тĕллевсем палăртнă. Президент Чăваш Ене аталантарас ĕçре çĕнĕ шухăшсене уçса пачĕ. Республика пуласлăхне тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ. Ку вăл пирĕн кулленхи пурнăçăн çирĕп никĕсĕ. Ял çынни пулнă май, мана Президент çырăвĕнче ял хуçалăхĕ çине витĕмлĕ пăхни питĕ килĕшрĕ. Унта кашни çынпа тимлĕ ĕçлемеллине кăтартса панă. Продукци пахалăхне лайăхлатасси, лизингпа усă курассине йĕркелесе ярасси ял хуçалăхĕнче чи кирли. Газ кĕртмелли программа вĕçленчĕ. Кăçал ĕçмелли шывпа тивĕçтересси тĕп вырăнта. Тĕслĕхрен, пирĕн районти Пысăк Енккасси ялĕ валли шыв башни тума республика бюджетĕнчен укçа уйăрнă. Çул-йĕр тăвассипе те нумай ĕçлемеллине палăртнă. Çак ĕçсене пурне те вырăнта пурăнакансен пурнăçламалла, никама та лайăххине çỹлтен антарса памаççĕ. Апла пулсан малашлăха аталантарма çирĕп сывлăхлă çынсем кирлĕ. Çирĕп сывлăхлă пулас тесен чи малтан сывă пурнăç йĕркине тытса пымалла, çак культурăна пулас ăрусене вĕрентмелле. Пысăк çитĕнỹ тума пысăк тĕллевсем кирлĕ тени пире хастар та пултаруллă, йывăрлăхсем умĕнче пуç усмасăр яваплăха ỹстермеллине пĕлтерет.

В. КИРИЛЛОВ,

ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ.



25 февраля 2005
00:00
Поделиться