Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Район депутачĕсен Пухăвĕн ларăвĕ

Район депутачĕсен Пухăвĕн ларăвĕ

Район депутачĕсен виççĕмĕш суйлаври пухăвĕн çирĕм çиччĕмĕш ларăвне районăн хăй тытăмлăх пуçлăхĕ А.Егоров уçрĕ, вăлах районăн 2004 çулхи социаллă-экономикăллă кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ.

"Районăн кашни çынни унăн экономикине тĕреклетме пулăшать. Экономикăра ырă улшăнусем те пур, çитменлĕхсем те сахалах мар. 2003 çулхипе танлаштарсан, пĕлтĕр промышленность сферинче продукци ытларах илме пултарнă. Ку енĕпе сĕт-çу, çăкăр завочĕсем, çĕвĕ фабрики, "Шоркистринский" кооператив, апат-çимĕç комбиначĕн кăтартăвĕсем аванланнă, сĕтел-пукан фабрикин, "Юман", "Алекс" тулли мар яваплă обществăсем, механика завочĕ начартарах ĕçленĕ.

Ял хуçалăх енĕпе ĕçсем чаплах мар. Пĕр пек условисенчех хăш-пĕр хуçалăхсен тухăçĕ те пысăк, выльăх-чĕрлĕх йышне те чакармаççĕ, продукци илесси те аван. Акă, тĕслĕхрен, "Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрики, "Арабоси" агрофирма, "Шигали" хуçалăх лайăххисен шутĕнче, "Ковали", "Кинчерское", "Тегешево" хуçалăхсем района каялла туртаççĕ. Ăçта ĕç тухăçлăхĕ, унта укçи-тенки те пур. Потребитель рынокĕ те вăй илсе пырать.

Эрех-сăра сутасси чакнă пулин те преступлени тăвасси ỹснĕ. Сывă пурнăç йĕркине тытса пырассипе те тĕрлĕ мероприятисем туса ирттеретпĕр.

Вăрçă участникĕсене, ватăсене, инвалидсене тĕрлĕ енлĕ пулăшассипе те сахалах ĕçлеместпĕр.

2004 çул иртсе кайрĕ. Унăн кăтартăвĕсем питех савăнтармаççĕ, çавăнпа та пирĕн пулнă йăнăшсене тепĕр хут тăвас марччĕ", - терĕ Анатолий Иванович.

"Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрикипе "Урмарская" строительство организацийĕн пуçлăхĕсем Н.Петровпа Н.Зайцев хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç.

Район территорийĕнче çĕнĕрен йĕркеленекен халăх пурăнакан вырăнсен ЊпоселениЌ представителлĕ органĕсен депутачĕсен хисепĕ çинчен район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Л.Голубева каларĕ.

Район бюджетне тĕрлĕ енлĕ тупăш кỹрекен çăл куçсем пирки районти финанс пайĕн начальникĕ О.Васильев каласа пачĕ.

Ларăва хутшăннисем ытти тĕрлĕ ыйтусене те пăхса тухрĕç. Пур ыйтусем пирки те депутатсем тивĕçлĕ решенисем йышăнчĕç.

А. НИКОЛАЕВА.



25 февраля 2005
00:00
Поделиться