Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Туслăх çирĕпленет, вăй-хал хушать

о Янташлăх

Туслăх çирĕпленет, вăй-хал хушать

Аслă Çĕнтерỹ 60 çул çитнине халалласа йĕркеленĕ Вăрмарсен Шупашкарти янташлăх пухăвĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче иртрĕ.

Пуху пуçланас умĕн кунта килнисене театрăн виççĕмĕш хутĕнчи фойере Вăрмар поселок тата ял администрацийĕсен, предприятисемпе организацисен, учрежденисен ĕçне-хĕлне сăнласа кăтартакан стендсем самаях кăсăклантарчĕç. Çапла пулмасăр, республика тулашĕнче е Шупашкарта пурăнакансене тăван ял пурнăçĕ мĕнле интереслентермĕ?

Халăхпа лăк тулнă театрăн залĕпе ложăсенче ларакансем хушшинче сăнĕпе самаях ватăлма ĕлкĕрнĕ, çỹçĕсем шуралнă, уттисем йывăрланнă, кăкăр тулли орденсемпе медальсем çакнă вăрçă участникĕсемпе тыл ĕçченĕсене, çар çыннисемпе отставкăри офицерсене, хамăр районта çуралса ỹснĕ, ĕçпе чапа тухнă республикăри предприятисемпе организацисен, ял хуçалăх предприятийĕсен пуçлăхĕсене, наукăпа культурăра, медицинăра тата ытти сферăра палăрнă янташсене куратпăр. Пурин сăн-питĕнче те савăнăç палăрать. Çапла пулмасăр, тус-юлташсене хăçантанпа курман. Халĕ акă каллех пĕрле. Ыйтса пĕлмелли, каласа памалли темĕн чухлех.

Залра тĕттĕм. Фонограмма фронтовиксене вăрçă çулĕсене аса илтерет.

Савăнăçлă каçа ертсе пыракансем Л.Черновăпа (Вăрмар поселокĕнче çуралнă, Шупашкарта Чăваш телевиденийĕн режиссерĕ) Ю.Смирнов Вăрмар районĕнчен тухнă Совет Союзĕн Геройĕн А.Казаковăн, Мухтав орденĕн тулли кавалерĕн П.Порфирьевăн тата ытти паллă çынсен ячĕсене асăнаççĕ.

Сцена çине часах салтак тумне тăхăннă "Пурăн тата асра тыт" ансамбль артисчĕсем тухса Аслă Отечественнăй, Афган тата Чечен вăрçисене хутшăнса пуçĕсене хунă воинсене асăнса юрăсем юрлаççĕ.

Унтан Вăрмарсен Шупашкарти янташлăхĕн президенчĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Л.Григорьев сăмах илет.

- Янташлăх президентĕнче 1997 çултанпа тăрăшатăп. Янташлăх пухăвне Аслă Çĕнтерĕвĕн юбилейне халалласа ирттернин пĕлтерĕшĕ уйрăмах пысăк. Янташлăх вăл - пĕчĕк Тăван çĕр-шыв. Хамăр районта çуралса ỹснисене пĕр чăмăра пĕрлештерет, хỹтлĕх парать. Эпир пирĕн аттесемпе асаттесем, пиччесем вăрçăра кăтартнă паттăрлăха манма пултараймастпăр. Вăрмар çĕрĕ çинчен ĕçпе вăрçă паттăрĕсем сахал мар тухнă. Çамрăксене вĕсен тĕслĕхĕ çинче воспитани парса ỹстересси - пирĕн тивĕç, - тет Леонид Максимович.

Вăрçăра вилнисене асăнса пĕр минутлăха шăп тăраççĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Егоров сăмах илет.

- Паян янташлăх юлашки пиллĕк çулта туса ирттернĕ ĕçсене пĕтĕмлететпĕр, малашлăх задачăсене палăртатпăр. Аслă Çĕнтерỹ юбилейĕ çывхарса килнĕ май, ĕçлемелли сахал мар. Районтан фронта пурĕ 7 пин çынна яхăн тухса кайнă, вĕсенчен нумайăшĕ каялла таврăнайман. Вăрçă нуши кашни çемьенех пырса тивнĕ. Пĕр çемьерен темиçешерĕн те пуçĕсене хунă. Тăван çĕр-шыва фашистла Германи эшкерĕнчен тасатнă, халăх ирĕклĕхĕшĕн кĕрешнĕ, çитĕнекен ăрăвăн çутă пуласлăхĕшĕн алла пăшал тытнă çынсем çулран-çул сахалланса пыни чуна хурлантарать. Чупайĕнче халĕ 98 çулхи Социализмла Ĕç Геройĕ К.Николаев пурăнать. Тинтерех кăна-ха ăна Аслă Çĕнтерỹ 60 çул çитнĕ ятпа юбилей медалĕ патăмăр.

Районтан тухнă чаплă çынсем район экономикине тĕреклетессишĕн, унăн культурине ỹстерессишĕн сахал мар тăрăшаççĕ. Акă Чупайĕнчи В.Караваев хăйĕн укçи-тенкипе ялта чиркỹ хăпартма пултарчĕ, яла çут çанталăк газĕ çитерме пулăшрĕ, - пĕлтерет Анатолий Иванович.

Пухăннисене Правительство ячĕпе Чăваш Республикин экономика аталанăвĕпе суту-илỹ министрĕ Г.Акимова саламларĕ. ЧР Президенчĕн Указĕпе килĕшỹллĕн сывлăх сыхлавĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн тата нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн район больницинчи офтальмологи кабинечĕн медицина сестрине Г.Николаевăна "Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ят панине çирĕплетекен удостоверени пачĕ тата знак çакса ячĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Егоров район депутачĕсен Пухăвĕн решенийĕпе килĕшỹллĕн районăн экономикипе социаллă пурнăçне аталантарма тивĕçлĕ тỹпе хывнăшăн Д.Егоров ветерана тата Тутарстанри "Эверест" хупă акционерлă обществăн генеральнăй директорне В.Караваева "Вăрмар районĕн хисеплĕ гражданинĕ" хисеплĕ ят пани çинчен çирĕплетсе хĕрлĕ хăю çыхрĕ.

Шупашкарти Ленин район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ А.Зайцев пирĕн районтан тухнă, республикăн тĕп хулинче пурăнакан Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсемпе тыл ĕçченĕсен ушкăнне Аслă Çĕнтерỹ 60 çул тултарнă ятпа кăларнă юбилей медалĕсем, хаклă парнесем пачĕ, икĕ район пĕр-пĕринпе туслăн килĕштерсе ĕçлесси çинчен пĕлтерчĕ.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Г.Васильев физкультурăпа спорта аталантарас, сывă пурнăç йĕркине тытса пырас тĕлĕшпе тунă ỹсĕмсемшĕн Атайкассинче çуралса ỹснĕ Раççей тава тивĕçлĕ спорт мастерне С.Захаровăна Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотипе наградăларĕ.

Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Г.Архипов чăвашлăха аталантарас енĕпе нумай ĕçленĕшĕн пирĕн район представителĕсене Хисеп грамотисемпе наградăларĕ.

Унтан сцена çине Канаш, Вăрнар, Çĕрпỹ, Патăрьел, Йĕпреç, Красноармейск, Сĕнтĕрвăрри районĕсен янташлăх председателĕсем тухаççĕ, Вăрмарсене саламласа ĕçре ăнăçусем сунаççĕ.

Янташлăх пухăвне пирĕн районтан тухнă, Мускавра е ытти хуласенче, Белоруссире пурăнакан, ĕçре пысăк должноçсем йышăнакан çынсем те килнĕ.

Тĕл пулăва хутшăннисене халĕ çĕр-шывăн Оборона министерствинче вăй хуракан, Пăвакассинче çуралса ỹснĕ, 52 çул Мускавра пурăнакан В.Дмитриев саламларĕ.

Фонограммăра А.Г.Николаев летчик космонавтăн сасси чăвашла илтĕнсе каять. Пурте тимлĕн итлеççĕ.

"Хисеплĕ тăванăмăрсем! Тăван Чăваш Республикине килсе сирĕнпе тĕл пулса калаçма мана питех те хавас. Республика малалла аталанса пынишĕн эпĕ те сирĕнпе пĕрле савăнатăп. Çак çитĕнỹсенче, паллах, пирĕн Президентăн Николай Васильевич Федоровăн тата Правительствăн тỹпи питех те пысăк. Сире малашнехи ĕçре çитĕнỹсем, çирĕп сывлăх сунатăп", чуна пырса тивмелле тĕрĕс те ăнланмалла, чăвашла калаçать Андриян Григорьевич.

Акă сцена çинче Белоруссирен килнĕ хаклă хăна, пĕрремĕш рангри капитан Н.Егоров. Вăл хăйсен патĕнче йĕркеленĕ "Белоруссири чăвашсен общини" диаспора ĕçĕ çинчен каласа парать. Аслă Отечественнăй вăрçăра Белоруси çĕрĕшĕн çапăçса хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн 14 чăваша Совет Союзĕн Геройĕ ятне пани çинчен пĕлтерет. Район администрацийĕн пуçлăхне А.Егорова чăвашсен Белоруссири диаспора совечĕн председателĕ А.Портнов генерал-майор çырнă кĕнекене парнелет.

Савăнăçлă каçра Хĕрлĕçырти Я.Петров фронтовика Аслă Çĕнтерỹ 60 çул тултарнă ятпа кăларнă юбилей медалĕ, В.Андреев ĕçпе вăрçă ветеранне сехет парса чыс турĕç.

Мероприятин иккĕмĕш пайне Чăвашрадион чăвашла паракан передачăсен дикторĕ В. Михайлова (Иванова) ертсе пычĕ, юрăсем парнелерĕ.

Районтан тухнă, халĕ Шупашкарта ĕçлесе пурăнакан, чапа тухнă, хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ янташсем сахал мар. Савăнăçлă каçра та РСФСР тата Чăваш АССР халăх артистки Н.Яковлева, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ В.Павлов, Г.Пуклакова, Г.Петров, Г.Васильев, В.Александров, "Янташ" ушкăнри пĕр тăван Галина Михайловăпа Лидия Васильева юрăçсем, Чăваш Республикин юрăпа ташă ансамблĕ, "Сарнар" фольклор ушкăнĕ, ЧР культура училищин ташă ушкăнĕ, "Салам" ансамбль хăйсен пултарулăхĕпе, юрри-ташшипе савăнтарчĕç, янташлăха хутшăннисен кăмăл-туйăмне çĕклерĕç.

Янташлăх пухăвне хутшăннисен ячĕпе çак мероприятие çỹллĕ шайра ирттерме нумай вăй хунă янташлăх президентне Л.Григорьева, район администрацийĕн пуçлăхне А.Егорова хăй вăхăтĕнче района нумай çул ăнăçлă ертсе пынă, КПСС райкомĕн пĕрремĕш секретарĕнче ĕçленĕ А.Борцов тав турĕ, района сулмаклă утăмсемпе аталантарассишĕн хастар кĕрешме ăнăçусем сунчĕ.

А. ХОВАНСКИЙ.



25 февраля 2005
00:00
Поделиться